Тăвай тăрăхĕнче салтак тÿпине çĕршыв тулашĕнче пурнăçланисем чылайăн. Тĕслĕхрен, Афганистанра, Германире, Венгрире, Чехословакире, Польшăра, Монголире, Кубăра, Африкăра... 1955 çулта Европăра вăрçă хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе Варшава Договорĕн çĕршывĕсен çарĕсене йĕркеленĕ.
1941-1945 çулхи Аслă Отечествăлла вăрçă чарăнсан утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ Германири çар ушкăнне хаяр вут-çулăм витĕр тухнă офицерсемпе салтаксем кĕнĕ. Каярахпа, вăрçă участникĕсем демобилизаци йĕркипе киле кайса пынă май, вĕсен вырăнне çамрăк салтаксене СССР территорийĕнчен эшелонсемпе илсе килнĕ. Çапла вара совет çарĕн çирĕп шичĕ ФРГ чикки умĕнче 1994 çулччен тăнă. Халĕ ĕнтĕ çав воин-интернационалистсем отставкăра е запасра. Çавах та вĕсем хальхи ÿссе пыракан ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Шкулсенче е ял тăрăхĕнче йĕркелекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, çамрăксене явăçтараççĕ. Республикăри ытти районсенчи пекех Тăвай тăрăхĕнче те Германире тата Варшава Договорĕнчи ытти çĕршывсенче çар тÿпине пурнăçланисен ятарлă организацийĕ ĕçлет. Çар уявĕсен кунĕсенче пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухаççĕ, Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тÿпине пурнăçланă самантсене аса илеççĕ. Апла пулсассăн воин-интернационалистсем стройра-ха.