1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
14 мая 2021 г. 13:15

Чиртен хÿтĕлет

Районта коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕленсе массăллă вакцинаци тăвасси малалла пырать. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне прививкăн пĕрремĕш тапхăрне 983 çын, 740 çын пĕтĕм курсне тухнă.

Районĕпе пĕтĕмпе 339 çын ковидпа чирленине шута илнĕ. Чире пула кăçал 6 çын, иртнĕ çул 11 çын вилнĕ. Юлашки эрнесенче инфекциленнисен хисепĕ хăпарнине палăртрĕ тĕп врач çумĕ Т.Д.Игнатьева, 20 çынран иртнĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмрисем - ача садне çÿрекенсем иккĕн, çемйипе чирленисем, 3 учитель, 1 студент, ытти çĕртен килнисем... Çавăнпа та коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел - вакцинаци тутарни.

Район больницин тĕп врачĕ А.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, вакцина çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. «Спутник V»сăр пуçне тепĕр тĕрли - «ЭпиВакКорона» - та пур.

Больницăн куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕн ятарлă бригади ялтан яла çÿресе çынсене прививка тăвассине йĕркеленĕ. Ĕнер медиксен ушкăнĕ Эл тăрăхĕнче пулнă.

«Ураскассинче пурăнакансем прививка тутарма малтанах çырăннă»,-пĕлтерчĕ Светлана Николаевна Горностаева фельдшер.

Светлана Николаевна килрен киле çÿрет, хăрушă вирус çулне прививка тутармасăр пÿлме кансĕррине ăнлантарать халăха. Районтан пынă куçса çÿрекен ФАП пулăшăвĕпе çав кун 22 çын вакцинаци тутарнă, вĕсенчен 14-шĕ тулли тапхăрне вĕçленĕ. Пĕтĕмпе вара Ураскасси ялĕнчен 38 çын прививкăн 2 тапхăрне те пурнăçланă. Фельдшер чиртен сыхланмалли йĕркесене аса илтерсех тăрать: халăх йышлă çĕрте маскăпа пулмалла, дистанцие, санитарипе гигиена нормисене пăхăнмалла.

Поделиться:
Распечатать