1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
14 мая 2021 г. 13:11

Çĕршер çынна савăнăç парнеленĕ

«Ял ĕçченĕ» хаçатăн кăçалхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Лаврентий Данилов таврапĕлÿçĕ пичетлесе кăларнă «Манăçми вĕрентекен» статья мана та хам енчен хушса çырас кăмăлăма хускатрĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ, хамăра вулама-çырма вĕрентнĕ пĕрремĕш учителĕн сăнарĕ кирек камăн асăнче те яланлăхах асра юлать.

1960-1980 çулсенче ялти шкула çÿренĕ ачасем кĕçĕн классемпе ĕçленĕ Таисия Каримовна Тимакова, Анна Петровна Ильина, Калерия Ильинична Удалова, Анна Александровна Удалова вĕрентекенсене яланах ырă туйăмпа аса илес пирки пĕр иккĕленмесĕрех калама пултаратăп. Вĕсем ачасене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне ялти обществăлла ĕçсене те ялан хастар хутшăннă, ял халăхĕ хушшинче ырă ят хăварнă.

1963 çулта Сăхăтпуç ялĕнче кирпĕч-рен купаласа хăпартнă 200 ытла вырăнлă çĕнĕ клуб таврари пĕрремĕш, хăйне евĕр илĕртÿллĕ культура çурчĕ пулса тăнă. Вăл вăхăтра Тăвай ялĕнче те, хальхи вăхăтра краеведени музейĕ вырнаçнă вырăнта, йывăçран тунă клуб кăна пулнă.

Сăхăтпуçĕнчи пысăк та çĕнĕ клуб нумай-нумай çынна хăй патне туртнă. Шкул ачисем хушшинче район шайĕнче иртекен тĕрлĕ смотр-конкурссене таврари шкулсенчен ачасемпе вĕрентекенсем хăйсен концерт программипе килетчĕç, хăш чухне тупăшу икшер куна та пыратчĕ.

Çултан-çул малалла та малалла аталанса, Сăхăтпуçĕнчи культура çурчĕ хăйĕн чапĕпе республикăра та палăрма пуçланă. Часах унăн сцени çинче Шупашкарти драмтеатр артисчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе ял-йыша савăнтарма тытăннă. Вĕсем лартса панă «Нарспи», «Айтар», «Кай, кай Ивана», «Телейсĕрскер», «Энĕш хĕрринче», «Юратупа кавăн», «Салтак арăмĕ» спектакльсене ял-йышран хăшĕ-пĕри халĕ те астăвать пулĕ. Рольсене манăçми калăпланă, хамăр районтан тухнă артистсене, «Телейсĕрскер» драмăра В.Трифонова, «Энĕш хĕрринче» спектакльте тĕп рольте вылянă Г.Терентьев артистсене аслă ăрури çынсем паян кун та ăшшăн аса илеççĕ. Нумай паллă артист сцена çинче хăйсен ролĕсенчи сăнарсене тарăннăн сăнласа парса, халăх асĕнче ырă йĕр хăварнă. Вĕсен хушшинче - В.Родионов, В.Кудряшов, Е.Никитин, Б.Данилов, В.Евдокимов, А.Смелова, А.Кутузова, Д.Столярова, Г.Мадеева, Е.Шорникова, Н.Смородинова, Н.Григорьева тата хамăр ентешсем Н.Степанов, Г.Филиппов, В.Кузьмина, Л.Галимова. Çавăн пекех тĕп хуламăртан юрăпа ташă ансамблĕ темиçе автобуспа килни халĕ те куç умĕнче тăрать. Ку манăçми пулăм ялшăн тăрăшнă, нумай-нумай пархатарлă ĕçĕпе палăрнă М.А.Медведев хăй вăхăтĕнче Шупашкарта радиопа телевидени комитетĕнче ĕçленĕ вăхăтпа çыхăннă. Концерт программине телевидени ÿкерсе илнĕ тесе калаçатчĕç.

Паллах, хăв куçупа курса, ăша хывса хăварнă сăнарсен витĕмĕ ялти «артистсем» калăпланă сăнарсенче те палăрмаллах сисĕннĕ. Акă, кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентнĕ А.А.Удаловапа Т.К.Тимакова «Туй икерчи» кулăшла спектакльте пĕри хĕрĕн, тепри яш каччăн амăшĕсене выляса, хăйсен пултарулăхĕпе ял халăхне нумай савăнăç кÿме пултарнă.

Хаçатра халĕ пичетленекен сăн ÿкерчĕке 1969 çулхи апрель уйăхĕнче туни паллă. Сăхăтпуçĕнчи клуб çумĕнчи пултарулăх коллективĕн членĕсем районта пулса иртекен мероприятинче пулнине çирĕплетекен сăн ÿкерчĕк. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем пулнине палăртма питĕ кăмăллă. Г.Н.Головина ачасене нумай çул хушши нимĕç чĕлхине вĕрентнисĕр пуçне шкулта ачасен драмкружок сехетне ертсе пыратчĕ, вĕсен выляв-куравне сцена çине кăларатчĕ. Т.К.Тимакова кĕçĕн класри ачасене вулама-çырма вĕрентнипе пĕрлех ташă кружокне те ертсе пыратчĕ. Вăл лартнă ташăсемсĕр клубра пĕр мероприяти те иртмен. А.В.Шусева нумай çул хушши «Красный Октябрь» колхозра трактористка пулса ĕçлерĕ. Ю.И.Портнов хуçалăхра водитель пулса тăрăшрĕ. Ăна тăтăшах спектакльсенчи тĕп сăнарсенче, яш каччă ролĕсенче вылянине курма пулатчĕ. Н.Н.Мешков нумай çул ялти, каярахпа районти пушар хуралĕнче вăй хучĕ. О.А.Тимаков Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илсе, хальхи вăхăтра тĕп хулара ĕçлесе пурăнать.

Çулсем иртсен те культура вучахĕн ăшши нихăçан та сÿнмест. Унăн ламран лама куçса пыракан витĕмлĕхĕ, малаллахи ăрусенче вăй илсе, аталанса пырать.

Анчах, питĕ шел, хăй вăхăтĕнче çĕршер çынна савăнăç кÿме, йывăр вăхăтра çăмăллăх пама пултарнă культура çурчĕ паянхи кун хăр-тăлăххăн ларать. Чунра шанăç çуратса, çутçанталăк, кун-çул йывăрлăхĕсене парăнмасăр, тахçан кунта пурнăç «вĕресе» тăнине аса илтерсе, хăйĕн вучахне яланлăха сÿнтересшĕн мар пулнине палăртать, пулăшу ыйтать.

Поделиться:
Распечатать