1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
14 мая 2021 г. 13:09

Сывă çыншăн пурте ырă!

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса, ачасен сывлăхне упрас тата вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе Элпуç шкулĕнче те чылай ĕç туса ирттерчĕç.

Вĕрентекенсем «Сывă çыншăн пурте ырă» ятпа классен сехечĕсенче наркотикла хатĕрсен, пирус, эрех-сăра сиенĕ çинчен калаçрĕç, викторинăсем, тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. Уйрăмах ÿкерчĕксен конкурсне ачасем хастар хутшăнчĕç. Шкулта вĕсен ĕçĕсенчен курав та йĕркелерĕç. Кĕçĕн классенчен 3-4-мĕшĕсем чи пултаруллисем хушшинче пулчĕç. Çавăн пекех аслăрах классенче вĕренекенсем те чылай ÿкерчĕк тăратрĕç.

Ачасен сывлăхне çирĕплетме уйрăмах спорт ăмăртăвĕсем пулăшаççĕ. Куллен спортпа туслă пулни ăмăртусенче ăнăçлă кĕрешме пулăшать. Вĕренекенсем уйăхлăх вăхăтĕнче шкулта иртнĕ тĕрлĕрен тупăшусене тăрăшса хутшăнчĕç. Уроксем хыççăн вĕренекенсем самбо, волейбол, футбол, шашка-шахмат секцисене те йышлăн çÿреççĕ.

Тинтерех кăна шкул ачисем республикăри шашка турнирне хутшăнса çичĕ команда хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Хĕрсен команди районта иртнĕ волейбол вăййинче 1-мĕш вырăна тухрĕ.

Поделиться:
Распечатать