1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
14 мая 2021 г. 13:16

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Тăвай енре

Ĕнер республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Тăвай енре ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Вăл район тата администраци пуçлăхĕсемпе Александр Шакинпа тата Владимир Михайловпа тĕл пулнă малтан. Унта больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов хутшăннă. Вĕсем Çĕнçырмара, Чÿкçырминче, Сăхăтпуçĕнче, Улянкăра ФАПсем, Тушкилте врач амбулаторийĕ тума пуçлас ыйтусене пăхса тухнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов кайран районти больница коллективĕпе тĕл пулнă, медицина отраслĕн пилĕк çулхи планĕсемпе задачисем çинчен каласа кăтартнă, ĕçре ăнăçусем суннă, медицина сестрисене çак кунсенче паллă тунă уявĕпе саламланă.

Поделиться:
Распечатать