Анатолий Аксаков районта пулнăИртнĕ эрнере пирĕн районта ĕçлĕ визитпа РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Геннадьевич Аксаков, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи Олег Юрьевич Моляков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлович Семенов пулнă. Малтанах Анатолий Аксаков район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа тĕл пулнă. Ун хыççăн вĕсем Тăвайра каяш шыва биологилле майпа тасатакан станцие тунă çĕрти ĕçсемпе паллашнă.
Участок начальникĕ Александр Петров хăнасене ку таранччен тунă тата малалла пурнăçламалли ĕçсем çинчен каласа панă.
Станцине пырса çитмелли çул, администраципе склад çуртне, электромонтаж ĕçĕсем тумалла, территорине тирпей-илем кĕртмелле.
Унтан Анатолий Аксаков Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи сквера çитнĕ, районти культура çурчĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ çуртне пăхса çаврăннă. Кунти объектсемпе вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов тата районти культура çурчĕн директорĕ Арина Алексеева паллаштарнă.
Малалла Анатолий Аксаков тата унпа пĕрле килнисем Тăвайри спорт комплексĕн территоринче пулнă. Вĕсене «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Кириллов кĕтсе илнĕ. Стадиона реконструкцилеме палăртаççĕ. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухасшăн.
2017 çултанпа спорт комплексĕн территорийĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» юхăмĕн районти вăййисене ирттереççĕ. Анатолий Аксаков шăпах районти финал вăййисене савăнăçлăн уçнă çĕре хутшăннă, çамрăксене ырă сунса сăмах каланă.
Çавăн пекех вăл «АККОНДСĔТ» ОООна çитсе сĕте тирпейлекен цех ĕçĕпе тата продукци пахалăхĕпе кăсăкланнă. «Акконд-агро фирма» АОра та пулнă. Ĕçлĕ визита вĕçлесе пынă май, Анатолий Аксаков «Упа кĕтесĕ» кану бази» ял туризмĕн объектне те çитсе курнă.