Сăн ÿкерчĕкре иртнĕ çул Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Ольга Иванована куратăр. Халĕ вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн студентки, харсăр волонтерсенчен пĕри.
Нумаях пулмасть Тăвай пики Чăваш наци телевиденийĕн «Ир пулсан» кăларăмăн хăни пулнă. О.Иванова çу уйăхĕнчи уяв кунĕсене Севастополь хулинче шыравçăсен «Асăну вахтин» экспедицийĕнче ирттернĕ. Хаяр çапăçу пынă сăртлă-туллă вырăнсенче йĕркеленĕ чавас ĕçсене. Кунта совет салтакĕсен шăмми-шаккисене, япалисене, ытти хатĕрсене шыраса тупнине каласа панă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне тĕпчĕç, теприсем университетри музейра вырăн тупĕç.
Волонтер ĕçне хутшăнса, дотсене тасатни çинче те чарăнса тăнă.
—Кунти хитре вырăнсене хамăр куçпа курнинчен хакли çук пулĕ. Севастополь хули питĕ килĕшрĕ,—тенĕ тÿрĕ эфир вăхăтĕнче журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Тăвай енĕн маттур пики. Вăл чăвашла таса та илемлĕ калаçнипе тыткăнланă телекуравçăсене. Шкулта вĕреннĕ чухнех тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăсенче пĕрре кăна мар пултарулăхне кăтартнă. Шырав экспедицийĕсене хутшăнни ăс-тăна аталантарма пулăшнине, малашнехи ĕç-хĕл çинчен те чарăнса тăнă. Сăмах май, Оля хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ.
Хăйне вĕрентнĕ учительсене ырăпа асăнса тав сăмахĕсем каланă.