1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
21 мая 2021 г. 10:44

Кашни кунхи паттăрсем

Пурнăç çулĕ таçта та илсе çитерет. Темĕн те куратăн, темĕн те илтетĕн. Сывлăх çирĕп, лайăх чухне ăçта каяс тенĕ, унта тухса утнă, мĕнле ĕç тума тĕллев тытнă — тунă. Нимĕн те ыратман чухне вăхăта хаклама пĕлместпĕр çав. Ĕмрипех çапла аван пулать пек туятпăр. «Çынсем япăх кăмăллă»,—тесе сăмахлатпăр вара пĕр-пĕринпе. Е тата сывлăх хуралĕнчи пĕр-пĕр учреждени ĕçĕ килĕшсех кайманни пирки калаçатпăр.

Анчах... Инкек куçа курăнса килмест. Урампа йĕркеллĕ утнă чухне урана сиенлерĕм. Сукмакпа мана хирĕç килекенсем чупса пырса тăма пулăшрĕç. Çамрăксем тавçăруллă çав, çийĕнчех васкавлă пулăшăва шăнкăравларĕç. Е.Иванова, Л.Федорова, Э.Михайлова ырă ĕç турĕç çапла. Кĕçех Ю.Иванов водитель, Г.Ананьевпа Г.Алиуллова медицина ĕçченĕсем ман пата çитрĕç. Вĕсем мана Канашри больницăн йышăну пÿлĕмĕнче хăварчĕç. «Ура хуçăлнă, травматологи уйрăмĕнче выртса сипленме тивет»,—терĕç унта урана рентгенографи тунă хыççăн.

Уйрăмра 30 кравать вырнаçтарнă. Кунта ал-ура амантнисене, шăнса е пиçсе суранланнисене сыватаççĕ. Пÿрлĕ, таса сурансене çыхмалли тата ытти пÿлĕмсем пур уйрăмра.

Кунта ĕçлекенсем Канаш хулипе Тăвай, Комсомольски, Вăрнар, Йĕпреç, Вăрмар, Канаш районĕсенче пурăнакансене планпа пăхса сиплеççĕ, васкавлă пулăшупа илсе килнисене йышăнаççĕ. Пурĕ 27 çын вăй хурать. «Кашниех мухтава тивĕçлĕ сăваплă ĕçĕн паттăрĕсем»,—тесен те йăнăш мар вĕсем пирки.

Лев Олегович Табаков травматолог-ортопед ертсе пырать коллектива. Ăна Е.Г.Максимов, А.С.Михайлов, Ф.Ф.Абзалимов врачсем пулăшаççĕ (сăн ÿкерчĕкре малта ларакансем хушшинче). Вĕсем — çамрăксем, 2017 çултанпа ĕçлеççĕ уйрăмра. Эпĕ иккĕмĕш постра сиплентĕм. Ытларах çамрăксем пăхаççĕ чирлекенсене. Кашнин хушаматне асăнманшăн каçараççĕ пулĕ. Н.А.Михайлова медсестра — 10 çул, Р.В.Тихонова 38 çул ĕçлеççĕ кунта. Раиса Варфоломеевна травматологи уйрăмĕн историне те лайăх пĕлет. Унта выртакансене ытти чирсенчен те сиплеççĕ, калăпăр, терапевта е кардиолога чĕнсе илеççĕ. Сипленекенсенчен çурри ытла çÿреймеççĕ, вырăнпа выртаççĕ. Коронавируса пула тăванĕсене пăхма кĕртмеççĕ. Кунне темиçе хутчен те кăмăл-туйăмĕ пирки интересленме пыраççĕ медсестрасемпе врачсем операци тунисемпе сывалса пыракансем патне.

Инкек пулнăранпа пĕр уйăх та иртрĕ. Çак вăхăтра мана ура çине тăма пулăшакансем 45 çынран та иртрĕç пулĕ. Вĕсем пурте ырă кăмăллă. Кирек хăш вăхăтра та, ватта е çамрăка çийĕнчех пулăшу пама хатĕр Канаш хулинчи Павлов ячĕллĕ урамри, 10-мĕш çуртри медицина центрĕнче ĕçлекенсем. Мана, ватă çынна сипленĕшĕн тав тăватăп вĕсене.

Травматологи уйрăмĕнче сипленнĕ чухне «Книга отзывов» журналпа пикенсех паллашрăм. Унта çĕр-çĕр сипленекенĕн медицина ĕçченĕсене ăшшăн тав туса çырнисем мана, 85 çулхи çынна, пурнăç çулĕпе малашне те харсăррăн утма вăй-хăват параççĕ.

Поделиться:
Распечатать