1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
21 мая 2021 г. 10:46

Василий Семенов — чи вăйлă шашист

Пирĕн ентеш Василий Семенов Тăрмăшра çуралнă. Халĕ Мускавра пурăнать, унтах ĕçлет. Шашкăлла выляс ăсталăхне Тăвай районĕнче туптанă. Хăйĕн спорт карьеринче нумай пысăк турнирсене хутшăннă, çĕнтерÿçĕ пулнă, пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Чăваш ятне «Раççей чемпионĕ» шайне çĕкленĕ. Чăваш Енре иртекен турнирсене çулленех хутшăнма тăрăшать Василий Геннадьевич.

Акă çу уйăхĕнче Вăрнарта тата Шупашкарта икĕ пысăк шашка турнирĕ иртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Вăрнарти спорт мастерĕн В.П.Наумовăн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ турнира 42 спортсмен хутшăнчĕ (7 спорт матерĕ). Вĕсем хушшинче В.Семеновпа Ю.Владимиров (Тăрмăшран), А.Косарев (Чÿкçырминчен). Швейцари системипе 9 тур вылянă хыççăн 8,5 очко пухса 1-мĕш вырăна Василий Семенов тухрĕ. Ю.Владимиров — 2-мĕш, А.Косарев — 8-мĕш вырăнсенче.

Тепĕр эрнеренех Шупашкарта Чăваш Ен Кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ пысăк ăмăрту пулчĕ. Уçă турнир пулнă май, унта Мускавпа Тутарстан шашисчĕсем те хутшăнчĕç. Чи вăйлă 16 шашист (Ю.Владимировпа А.Косарев кăна пулаймарĕç унта) хушшинчи çивĕч кĕрешÿре каллех пирĕн ентеше Василий Семенова çитекенни пулмарĕ. 7 очко пухма май пур çĕртен 5,5 очко пухса вăл Чăваш Ен Кубокне çĕнсе илчĕ. Çапла вара паянхи куна Чăваш Енри чи вăйлă шашист пулнине çирĕплетрĕ. Ку Кубока Василий Геннадьевич 3-мĕш хут тивĕçрĕ (2017 тата 2018 çулсенче). 2-мĕш вырăнта – Николай Дмитриев (Вăрмартан), 3-мĕшĕнче Игорь Петров (Канашран) пулчĕç.

Тăвай енре çуралса ÿснĕ шашистсене саламласа, çирĕп сывлăх татах та çитĕнÿсем тума ăнăçу сунас килет.

Поделиться:
Распечатать