1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
21 мая 2021 г. 10:50

Ялсене аталантарма

Правительстви кăçал яла аталантарас ĕçе 220 миллиард тенкĕ ытла хывма хатĕрленни те çакна çирĕплетет. Çитес бюджет проектĕнче вара ял хуçалăх сфери приоритетлă ен пулса тăмалла. Иртнĕ эрнере Патшалăх Думинче отчет тунă май çакăн пирки РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, ял территорийĕсене аталантарас ĕçе патшалăха явăçтармасăр май çук. Ыйтусене комплекслă татса пама влаçăн экономика инструменчĕсен анлă майĕсем пур.

—Ял территорийĕсене шайлашуллă аталантарасси пирĕншĕн пуриншĕн те приоритетлă тĕллев пулса тăрать,—палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

«2021 çул валли ялсене аталантармалли программăсене пурнăçа кĕртме 4,9 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Ку укçа-тенкĕ социаллă культура сферин объекчĕсене юсама тата çĕнетме, инженери коммуникацийĕсемпе çулсем тума-юсама, территорисене тирпей-илем кĕртме каймалла»,—палăртнă Сергей Артамонов.

Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакансен 80 проценчĕ централизациленĕ системăри таса шывпа усă курать. 300 муниципаллă йĕркеленÿрен 63 ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ система çук.

Сăмах кунта шывпа тивĕçтермелли 33 çухрăм чухлĕ сеть пирки пырать. Вăл Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи 9 ялти 3700 çынна тивĕçтерĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе строительство министерстви шывпа тивĕçтермелли системăсем ялсенчи халăх пуçарăвĕпе 9 проектăн проектпа смета документацине тишкернĕ. Системăсем тăвассин пĕтĕмĕшле хакĕ 173 миллион ытла тенкĕпе танлашмалла.

Темиçе çул каялла пирĕн районти Мучар тата Йăнтăрчă ялĕсене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли проектсем туса хатĕрленĕ пулнă, ăна валли асăннă ялсенче пурăнакансем те хăйсен укçи-тенкине хывнă. Çакăн пек проектсене пурнăçа кĕртессине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уйрăм тимлĕхе илнĕ. Вăл сĕннипех ку ыйтупа пирĕн районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулнă, район пуçлăхĕпе Александр Шакинпа тата райадминистраци пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа пĕрле Йăнтăрчăпа Мучар ял тăрăхĕсене çитнĕ. Вĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă чухне Сергей Геннадьевич маларах асăннă проектсене чи çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшма шантарнă. Ку хыпара çынсем ырласа йышăннă.

Çакăнпа пĕрлех демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, ял хуçалăхне тата фермерлăха, харпăр хăй ĕçне, вĕренÿпе культурăна, çыхăнăва аталантарас тата ытти чылай ыйтăва сÿтсе явнă.

Поделиться:
Распечатать