1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
28 мая 2021 г. 16:06

Енĕш Нăрваш каччи Çĕнтерÿ парадне хутшăннă

Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ парадне Енĕш Нăрваш каччи Василий Владимирович Данилов та хутшăннă. Вăл салтак тÿпине пурнăçлама 2020 çулхине кĕрхи призывпа тăнă.

Мускав облаçĕнчи Кантимировская ячĕллĕ 4-мĕш гварди танк дивизинче çар службинче тăрать вăл. Вĕсен пысăк подразделенийĕн-чен чи маттур 5 салтака парада хутшăнма суйласа илнĕ. Малтанах стройпа лайăх, пĕр тикĕссĕн утма тренировкăсем ирттернĕ. Парада хутшăнакансене ятарлă медаль те панă. Енĕш Нăрваш каччи çавăн пек сумлă парадра пулни ентешĕсене савăнтарать. Парад вăхăтĕнче В.Данилов хăйсен дивизийĕн 3-мĕш тăваткалĕнче 7-мĕш ретре утнă. Сăмах май каласан, Василий Данилов Енĕш Нăрваш шкулĕнчен 2016 çулта вĕренсе тухнă, шкул çулĕсенче «Кĕрешÿ» ăмăртăвĕсенче районти тата Чăваш Республикинчи шкул ачисем хушшинче «Чемпион» ятне çĕнсе илнĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-энергетик профессине вĕреннĕ. Маттур салтакăн ашшĕ Владимир Данилов вăрман хуçалăхĕнче нумай ĕçленĕ, амăшĕ Любовь Данилова паянхи кунчченех ялти шкулта ачасене математика вĕрентет. Çакна та палăртма кăмăллă, пултаруллă çамрăка çемьере, шкулта лайăх воспитани панă. Çемье династине илес пулсан, вăл Енĕш Нăрвашри Василий Данилович Данилов вăрçă паттăрĕн тата районти паллă колхоз председателĕн ырă ятне-ĕçне малалла тăсаканĕ.

Поделиться:
Распечатать