1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
28 мая 2021 г. 16:11

Ĕне тытакансене — субсиди

Пĕлтĕр Чăваш Ен правительстви килти хушма хуçалăхра ĕне усракансене укçан субсиди парса пулăшрĕ. Çакă кăçал та манăçа юлмарĕ — ял хуçалăх министерстви майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа граждансене ĕне тытма тухакан тăкаксене саплаштармашкăн республика бюджечĕн укçи-тенкинчен субсиди тÿлеме тытăнчĕ.

«2020 çулта пуçласа районта килти хушма хуçалăхсенче ĕне усракансене субсидисем пама тытăннă. Пĕлтĕр çак пулăшăва 33,1 пин хуçалăх (пирĕн районта 840 килхуçалăх 1098 ĕнешĕн пурĕ 3 млн та 123 пин те 200 тенкĕ) илнĕ. Республика Пуçлăхĕ кăçал та çакнашкал пулăшăва сыхласа хăварма йышăннă. Бюджетра ку тĕллевпе 171 млн тенкĕ хывса хăварнă. Çакă вăл ĕне усракан 35 пине яхăн çынна субсидипе твĕçтерме май парать. Районсенчен заявкăсем пырса кĕме тытăннă. Виçĕмкунах укçа куçарса пама пуçланă. Эпир район администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-сене çак ĕçе хастаррăн пуçăнма чĕнсе калатпăр»,—тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Поделиться:
Распечатать