Тăвайри вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн «Шкула — герой ятне» патриотла проектне хапăл тунă. Общественниксен пуçарăвĕпе асăннă вĕренÿ учрежденине Совет Союзĕн Геройĕн Петр Харитонович Бухтуловăн ятне параççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул тултарас умĕн ОНФăн Чăваш Енри активисчĕсем тата Тăвайри вăтам шкул коллективĕ Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранне, Совет Союзĕн Геройне Петр Бухтулова ĕмĕрлĕхе асăмлă тăвас ыйтупа район администрацине тухнă. Юлашки шăнкăрав умĕнхи кун администрацирен Тăвайри вăтам шкул районăн мухтавлă çыннин ятне тивĕçесси çинчен пĕлтернĕ.
Петр Харитонович вăрçа 1942 çулта хăй ирĕкĕпе кайнă, наводчик специальноçне илнĕ, 1943 çултан пуçласа вара Брянск, Степной тата 2-мĕш Украина фрончĕсенчи çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, артиллери туппинчен тăшмана çунтарнă, танксене тата салтаксене пĕтернĕ.
Уйрăмах Чехословакие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче палăрнă вăл. 1945 çулхи февральте Петр Бухтулов расчечĕ тăшманăн 14 танкĕпе тата 12 бронетранспортерĕпе тытăçăва кĕнĕ. Ку хаяр çапăçура унăн пĕтĕм расчечĕ пĕтнĕ, наводчике хăйне те икĕ хутчен контузи пулнă. Анчах вăл çакăн пек лару-тăрура та малалла çапăçнă: пĕчченех тăшманăн пилĕк танкне, виçĕ бронетранспортне тата 40 яхăн салтакпа офицерне пĕтернĕ. Сержант фашистсен ункинчен çăлăнса тухма пултарнă, автоматран пере-пере, полка таврăннă.
Вăрçа Петр Бухтулов Австрире вĕçленĕ, 1946 çулта ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Тăван çĕршыва килсен вăл Канаш хулинче ĕçлесе пурăннă, урамсенчен пĕрне шăпах ун ятне панă.
«Республика хăйĕн паттăр ывăл-хĕрĕсене манмасть. Аслă Отечествăлла вăрçă паттăрĕсене асра тытса урамсене, скверсене, шкулсене вĕсен ятне панă, асăну хăмисем вырнаçтарнă. Эпир те çак йăлана хисепе хурса, районти чи пысăк шкула Тăвай çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Петр Харитонович Бухтулов герой ятне паратпăр. Шанса тăратăп, çакă вăл вĕренекенсене пирĕн тăнăçлăхпа ирĕклĕхшĕн хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă пур салтак пирки те тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарĕ»,—тенĕ Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.
Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти штабĕн председателĕн çумĕ Николай Казаков та шкул коллективне тата вĕренекенсене çак паллă пулăмпа саламланă, вĕренÿ учрежденийĕ хăйсен ентешĕн ятне çÿлте тытасса шанса тăнине пĕлтернĕ.