Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ — Пĕтĕм Раççейри «Эколята — дошколята» проект участникĕ. Проектпа килĕшÿллĕн садикре экологи темипе «Чи лайăх стенд (кĕтес)» конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене экологи пĕлĕвĕ парасси, культурипе вĕренĕвне аталантарса пырасси, çут çанталăк пуянлăхне, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарса упрама вĕрентесси, вĕсен пĕтĕмĕшле тавракурăмне ÿс- тересси, пултарулăхне малалла аталантарасси.
Конкурсра «Одуванчики» ятлă аслă ушкăн (воспитателĕ Л.В.Фомина) мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Ромашка» (Н.Е.Иванова), «Непоседы» тата «Солнышко» ушкăнсем (Н.А.Колоколовапа В.А.Грибова) йышăннă.
Çĕнтерÿçĕ ача сачĕ регион тапхăрĕн тупăшăвне хутшăнчĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿ министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕ йĕркеленĕ. Унта 17 районпа 5 хуларан тăратнă 61 ĕçе хакланă жюри. Тăвайри «Асамат кĕперĕн» ĕçне лайăххисен шутне кĕртнĕ (сăн ÿкерчĕкре), виççĕмĕш вырăнпа палăртнă.