Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, 1949 çултанпа паллă тăваççĕ. Хĕрарăмсен халăхсем хушшинчи демократиллĕ федерацийĕ Парижра йышăннă ăна. Раççейре кăçал çак уява 72-мĕш хут уявлаççĕ. Уяв тĕллевĕ — ачасен прависене хÿтĕ-лесси, çул çитменнисен проблемисене тимлĕх уйăрасси, ачасен обществăри пĕлтерĕшне палăртасси. «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелени» регион проектне 2017 çултанпа пурнăçа кĕртме пуçланăранпа парксемпе скверсен тата обществăлла вырăнсен сăн-сăпачĕ чылай лайăх енне улшăнчĕ,— палăртать Республика Пуçлăхĕ. —Нумайăшĕ çавăнпа харпăр хăй пурăнакан вырăнта ача-пăча валли тунă хăтлă тата нумай функциллĕ лапамсем асăрхать. Халь эпир «Хăрушсăрлăхлă тата хаваслă ачалăх» уйрăм программăпа ĕçлес, кашни кварталта пур ÿсĕмри ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли вăйă туртăмĕллĕ центр йĕркелес ыйтусене пăхса тухăпăр».
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕн тата воспитательсен чи хумхануллă тата асра юлакан пурнăçри пулăмсенчен пĕри халь — ача сачĕ-пе сывпуллашни. Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учреждени хăйсен выпускникĕсемпе хаваслă сывпуллашрĕ çак кунсенче. Шавлă тата савăнăçлă иртнĕ утренник. Уява ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ. Хăйсен капăр тумланнă ывăл-хĕрĕсем, çывхаракан улшăнусемпе хавхаланнăскерсем ача сачĕ-пе хумханса сывпуллашнине сăнанă вĕсем. Юрлас, ташлас, сцена çинче выляс пултарулăха кăтартнă шăпăрлансем. Шкулчченхи учреждени выпускникĕсем ача-садне çÿресе пĕтернине çирĕплетекен дипломлă тата парнеллĕ пулнă. Заведующипе ашшĕ-амăшĕ-сем воспитательсене ачасене ÿсме пулăшнăшăн, лайăх воспитани панăшăн тав тунă. Уяв вĕçĕнче 7 хĕрачапа тăватă арçын ача пуласлăхри ĕмĕтне пурнăçлама пĕлĕтелле тĕслĕ шарсем янă.
—Шкула ача сачĕ пекех юратăр. Пире манса ан кайăр,—тесе ырă сунтăмăр эпир вĕсене.