1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
28 мая 2021 г. 16:40

Шупашкар - «Ĕç паттăрлăхĕн хули»

«Пĕтĕмпех фронт валли - пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» Çак девизпа вăй хунă Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче тылра ĕçлесе пурăнакансем. Çулталăк каялла тума тытăннă ĕçре паттăрлăх кăтартнă малтанхи çирĕм хула списокĕнче кăçал тепĕр вуникĕ хула хушăннă, унта Шупашкар та кĕме тивĕçлĕ пулнă.

Вăрçă çулĕсенче Чăваш Ен тĕп хули эвакуаципе хăрушă вырăнсенчен куçса килнĕ пин-пин çынна йышăннă, вунă ытла çĕнĕ завода хута янă, вĕсенчен чи пысăкки Шупашкарти электроаппарат завочĕ пулса тăнă, унпа пĕрле Харьковри, Мускаври тата Ленинградри специалистсем те куçса килнĕ. Хулари тăватă эвакогоспитальре суранланнисене сипленĕ, тÿрех фронта ăсаннă стрелоксен икĕ дивизийĕ йĕркеленнĕ. 250 çын СССР орденĕсемпе медалĕсене, икĕ пине яхăнĕ - Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотисене, çирĕм пин ытларахăшĕ «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

Вăрçă çулĕсенчи хастарлăх кайран хулан промышленноçпа пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăйлă аталантарма май паракан хăватлă тĕкĕм пулса тăнă. Эвакуаципе килнĕ специалистсенчен чылайăшĕ Чăваш Ене хăйсен Тăван çĕршывĕ вырăнне йышăннă, яланлăха Шупашкар çыннисем пулма кăмăл тунă. Вăрçă умĕнхи 1940 çултан пуçласа 50-мĕш çулсен вĕçĕ тĕлне çирĕм çул хушшинче хулара пурăнакансен йышĕ икĕ хут çурă ÿснĕ. Çакă вăл вăрçă çĕршыва хăрушла çухату кÿнине пăхмасăр.

Раççей Президенчĕн Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ят пани çинчен калакан Указĕ пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ çапла каланă:

-Эпир çĕршыв пуçлăхĕн йышăнăвĕпе - пирĕн республика тĕп хулине - Шупашкара Раççей Федерацийĕн «Ĕç паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ят панипе питĕ хавас. Çакă вăл хулашăн та, пĕтĕм республикăшăн та асра юлмалли историллĕ паллă кун, чăваш халăхĕн, пирĕнтен кашнин, фашизма тĕп тума аслашшĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă кашни çемьен мухтавĕ.

Президент хушăвĕ хаяр вăрçă çулĕсенче Аслă Çĕнтерĕве туптакан фронтшăн, тылра хастарлăх кăтартакансемшĕн тĕрев пулса тăнă Шупашкар хулин пĕлтерĕшне йышăнса палăртни пулса тăрать. Республика тĕп хули çакăн пек пысăк сума тивĕçнинче - вĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕ!

Президент йышăнăвĕ Чăваш Республикинче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте хастарлăх кăтартнă паттăрсене халалланă çулпа пĕр килсе тухни пушшех те кăмăллă. Шăпах 80 çул каялла тытăннă асăннă чикĕсене тума, унта 200 пине яхăн çын - вăрçă пуçланнă тĕле республикăри ĕçлеме пултаракан халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ таран хутшăннă. Тулли мар виçĕ уйăх, 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕпе 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕ хушшинче туса пĕтернĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 километрпа танлашнă.

Кăçал эпир Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисемпе килĕшÿллĕн Шупашкарта пуçласа «Ĕçре хастарлăх кăтартнă паттăрсен» вилĕмсĕр

полкне тухнă, унта Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен йăх-ăру çыннисем кăна мар, ĕç фрончĕн паттăрĕсен, çав шутра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен тăванĕсем те хутшăннă.

Паллах, Владимир Путинăн Указĕ халăхăн чăн-чăн массăллă паттăрлăхне эпир ĕмĕрлĕхе асамлă тăвассипе тимлекен ĕçе çĕнĕ хушма вăй кĕртет. Халех эпир «Шупашкар - ĕç паттăрлăхĕн хули» Асăну стеллине вырнаçтарма тивĕçлĕ тата символ пĕлтерĕшлĕ вырăн палăртассипе обществăлла дискусси пуçаратпăр. Ăна суйласа илнĕ чухне татăклă сăмах çав çулсенче, çав вăхăтра мĕнпур нушана пăхмасăр станоксем умне тăнă, уйсене ĕçлесе хатĕрленĕ, юлашки укçи-тенкине тăван çаршăн панă ачасемпе çамрăксен, ватăсемпе хĕрарăмсен пулĕ.

Хамăр республикăра пурăнакансене пурне те чăваш халăхĕн 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕн историллĕ астăвăмне ĕмĕрсене асра упрассишĕн тата ăруран ăрăва сарассишĕн вăй илекен юхăма хутшăнма чĕнсе калатăп.

Поделиться:
Распечатать