1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
28 мая 2021 г. 16:34

Тăватă çĕнĕ ФАП пулĕ

Кăçал пирĕн районта тăватă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăваççĕ тата Тушкилти шкула юсаççĕ.

Асăннă объектсене пурне те республикăри адреслă инвестици программинче шута илнĕ тата укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Юлашки çулсенче районта ку чухнехи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сахал мар фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем Чÿкçырминче, Çĕнçырмара, Сăхăтпуç- ĕнче тата Улянкăра уçăлĕç, Тушкилте врач офисĕ пулĕ. Вĕсемсĕр пуçне, кăçал Тăвайра каяш шыва тасатмалли станцие туса пĕтереççĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Владимиров пирĕн хаçата пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ĕçе кĕртме палăртнă çак тата ытти объектсене чи пысăк тимлĕх хумалла, вĕсем валли укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнине асра тытмалла, ĕçе вĕçлесен вĕсем - ФАПсем, шкулсем, ача-пăча тата спорт площадкисем, çулсемпе тротуарсем - райцентрпа ялсенче пурăнакансене сисĕмлĕ усă паччĕр тесе тăрăшмалла. Николай Владимиров каланă тăрăх, кăçал тăвакан çĕнĕ тата юсаса лайăхлатма пăхнă объектсем район аталанăвĕн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ: «Эпĕ хам енчен вĕсемшĕн халех тимлеме тытăннă ĕнтĕ. Ĕçсен пахалăхне тата вĕсене палăртнă сроксенче пурнăçланине сăнасах тăрăп. Çынсене кирлĕ объектсем районта ытларах пулччăр, кăçал валли палăртнă тĕллевсем пĕтĕмпех пурнăçланччăр тесе тăрăшмалла. Вара çине тăрсах халăхпа килĕшсе çитес çулхи тĕллевсене палăртса пурнăçлассишĕн кĕрешĕпĕр».

Сăмах майăн каласан, Николай Владимиров «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавĕн-че пирĕн района палăртать. Енчен те çынсенчен ытларахăшĕ уншăн пулсан, вăл пирĕн районпа унăн интересĕсене республикăн Патшалăх Канашĕнче те хÿтĕлĕ, районта пурăнакансемшĕн тăрăшассине малти вырăна хурĕ.

Поделиться:
Распечатать