1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
7 мая 2021 г. 13:00

«Асамат кĕперĕн» ачисем - сцена ăстисем

Республика шайĕнчи «Хунав» конкурс-фестивалĕн район тапхăрĕ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Вăл 3 номинаципе иртрĕ: «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах». «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн воспитанникĕсем «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире «Çарăк» юмаха выляса муниципалитет шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Постановкăн сценарине Галина Николаевнапа Лилия Радиевна воспитательсем туса хатĕрленĕ. Халĕ кунти пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне республика шайĕнче кăтартĕç. Унта та малти вырăна тухма сунатпăр вĕсене.

«Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире хатĕрленÿ уйрăмĕн-чи Даниил Иванов виççĕмĕш пулчĕ.

Конкурса Чăваш Республикинчи Вĕренÿ институчĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упрасси, ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарса пырасси.

Поделиться:
Распечатать