1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
7 мая 2021 г. 13:01

«Коммунальнике» - 10 çул

Кăçалхи май уявĕсем умĕн Тăвайри «Коммунальник» ОООна туса хунăранпа вунă çул çитрĕ. Асăннă обществăн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çынсен пурнăçĕпе хăтлăхĕшĕн тимлессипе, вĕсен ырлăхĕпе интересĕ-сене мала хурассипе çыхăннă. Çакна директорăн ĕç пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă дипломсем, хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем сахал мар обществăн, кунта ĕçлекенсем вунă çул хушшинче Тăвай енре тата Тăвай ялĕнче пурăнакан çынсемшĕн тăрăшса сахал мар ырă ĕç тунă.

«Мухтаннă пек ан пултăр та, анчах пирĕн коллектив вĕçĕм шыравра. Пирĕн минутсерен, сехетсерен улшăнса тăракан пурнăç таппинчен юлмалла мар, малалла талпăнса ĕçлемелле, çĕнĕ тĕллевсене парăнтармалла»,-терĕ «Коммунальник» ООО ертÿçи Юрий Алексеевич Ефимов. Çавăнпа вăл тăтăшах район тулашне, тĕп хулана тухса çÿрет, вĕренет, малта пыракан опытпа, çĕнĕ технологисемпе паллашать.

Вунă çул каялла парăмсен серепинче тапаçланнă предприяти хальхи вăхăтра малашлăха тĕллевлĕн утăмлать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсене чылайăшĕшĕн кăтартуллă туса пынăран нумаях пулмасть Шупашкартан телевидени те килсе ÿкернĕ кунти ĕçченсене. Çапах та «Коммунальник» ООО директорне Юрий Ефимова хăйнех сăмах парар-ха. «Хальхи вăхăтра предприяти балансĕ çинче шыв пусăмĕн башнисемпе пĕрле пурĕ 5 скважина, 11,5 км тăршшĕ шыв пăрăхĕсем, талăкра 700 кубла метр шыва тасатса хатĕрлекен сооружени шутланаççĕ. Предприяти 29 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр фондне пăхса-йĕркелесе тăрать. Складсем, мастерскойсемпе гаражсем пур. Юлашки 3 çул хушшинче техника чылай туянтăмăр, хальхи вăхăтра вĕсем пурĕ 11 единица. Çĕнĕ КамАЗ мусоровоз хăех 7 млн тенке яхăн тăрать»,-терĕ Юрий Алексеевич.

Мусоровозсем коммуналлă хытă каяша кашни ялтанах турттарса тухаççĕ. Ытларах икĕ мусоровоз ĕçлет, вĕсен кашнин хăйĕн участокĕ, кашни машина çинех ГЛОНАСС вырнаçтарнă. Каяша лицензиллĕ свалкăна турттараççĕ, унта виçсе йышăнма тарасасем тата ултă видеокамера вырнаçтарнă, ытти кирлĕ хатĕрсем пур. Мусоровозсем уйăхра вăтамран 200-300 тонна каяш турттарса тухаççĕ, ăна тракторпа çийĕнчех таптаса пусăрăнтараççĕ.

Предприяти пĕтĕм ĕçе 7 тĕрлĕ лицензипе пурнăçлать. Çакă вăл ĕç вăхăчĕпе пĕлсе те туллин усă курма, ĕçсене комплекслă туса пыма май парать. Маларахри çулсенче кунта çÿп-çап контейнерĕсем туса хатĕрлесси таранах йĕркелесе янăччĕ. Ăна район тулашне те сахал мар сутнă. Халĕ кашни ял тăрăхĕнчех евроконтейнерсем вырнаçтарнă.

«Пирĕн предприятие бюджетран ятарласа укçа уйăрмаççĕ, ăна пĕтĕмпех хамăрăн ĕçлесе илмелле. Çавăнпа уйрăм килĕшÿсем туса та тупăш илме тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, хĕлле пĕр-пĕр организаципе килĕшÿ туса унăн территорине юртан тасатса тăратпăр тата ытти те. Кĕрĕк арки йăваласа ларнипе никам та пĕр пус памасть»,-тет общество ертÿçи. -Тăкаксем те пĕчĕк мар, топливо туянмах пĕр миллион çурăран кая кирлĕ».

Пĕлтĕр тĕрлĕ пулăшусем ыйтса çынсенчен пĕр пин заявка пырса кĕнĕ. «Сотовăй телефона çывăрма выртсан та минтер айĕнче тытатăп»,- систерчĕ Ю.Ефимов. «Авари заявкисене уйрăм тимлĕх уйăратпăр, çийĕнчех мерăсем йышăнатпăр. Май уявĕсем умĕн те акă пĕр урамра шыв пăрăхĕ шăтнине шăнкăравласа пĕлтерчĕç, çийĕнчех йĕркене кĕртрĕмĕр. Тĕп магистраль пăрăхĕсем тахçан хывнисемех, вĕсен хевти çултан çул чакса пырать»,-терĕ Юрий Алексеевич.

Предприяти тăватă тарифпа ĕçлет: шыв, канализаци, ăшă, каяш тарифĕсем. Предприятишĕн чи тăкакли - шывпа тивĕçтерни. Пĕр кубла метр шывшăн çынсем 14 тенкĕ те 55 пус тÿлеççĕ. «Анчах тарифсене ытлашши пысăклатса ярас килмест, ун пек туни халăх пурнăçне йывăрлатать»,-хăй шухăшне пĕлтерет предприяти ертÿçи. Тăкаксене пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе пынипе саплаштарма тăрăшаççĕ.

Пытармарĕ, çакна бухгалтеринче те çирĕплетрĕç, предприятин тĕреклĕх, шанчăклăх запасĕ пур. Юсав бази те туса хунă. Сăмахран, электронасус, ытти кирлĕ япаласем ялан алă айĕнче. Çакă ĕнтĕ аварие çийĕнчех пĕтерме май парать.

Çынсемшĕн тимлесех нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене коронавирусран хÿтĕлесе антисептикпе сиенсĕрлетессине йĕркеленĕ «Коммунальник» ООО. Пĕлтĕртен подъездсене тасатса тăма уборщицăсем те тытнă.

-Ĕçлекенсем пирки мĕн каланă пулăттăр?-ыйтатăп «Коммунальник» ООО директорĕнчен Юрий Ефимовран.

-Коллектив чăмăртаннă пирĕн, пурте тăрăшаççĕ. Штатра шутланакан 22 çынран 8-шĕ вунă çул е ытларах та вăй хураççĕ предприятире. Çамрăксем те маттур. Пĕр-пĕрне пĕлсе тăратпăр эпир. Ятран каласан эпĕ Владимирпа Виталий Араповсене, Николай Юсов, Александр Алексеев, Станислав Алексеев слесарьсене, Александр Павлов рабочие, Любовь Лисова тĕп бухгалтера, Людмила Осипова бухгалтер-кассира, хальтерех ĕçе килнисенчен Сергей Шашков, Виктор Кайсаров, Григорий Чернов водительсене, Владимир Журавлев тракториста, çамрăксенчен Дмитрий Леньков слесаре, Елена Шакрова бухгалтер-экономиста тата ыттисене те ырăпа асăннă пулăттăм. Людмила Иванова мастер та пĕрмаях çынсем хушшинче. Юбилейпе пурне те преми патăмăр. Çуралнă кунпа хавхалантарасси, Çĕнĕ çулпа тата ытти уявсенче преми парса хисеп тăвасси йăлара пирĕн,-уçăмлатрĕ Юрий Ефимов. Вăл предприятире ĕçлекенсене, вĕсен çемйисене, ветерансене çавра юбилейпе, май уявĕсемпе саламласа ырлăх-сывлăх, телейлĕ пурнăç сунчĕ.

«Коммунальникре» ĕçлекенсене тата çак тытăмри ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, администраци пуçлăхĕн çумĕ Григорий Куклов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов предприятие пырсах çавра юбилейпе саламласа ăнăçусем суннă, хастар ĕçшĕн тав тунă, В.Михайловпа Ю.Ефимов ĕçре чи маттуррисене хисеп грамотисем тата парнесем парса чысланă.

Юрий Ефимов директор вара юбилей хыççăн та килне васкамарĕ, ежедневникĕсене кăларчĕ сĕтел сунтăхĕнчен. Пурĕ вуннă вĕсем, кăçал вунпĕрмĕшне çырма пуçланă. Тишкерчĕ, танлаштарчĕ вĕсенче çырса пынисене, малашлăх плансем турĕ.

Поделиться:
Распечатать