1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
7 мая 2021 г. 13:03

Мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнисене - пысăк сум

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитет кĕçех. Пĕлтĕр пандемие пула юбилей парадне Раççейре онлайн мелĕпе ирттерчĕç. Кăçал вара çар çыннисем парадра утма хатĕрленеççĕ-ха, тренировкăсем тăваççĕ.

Шăп çак кунсенче пĕр кивĕ сăн ÿкерчĕк ал айне пулчĕ. Унта район ертÿçисенче вăй хунă Валерий Николаевич Павловпа Михаил Семенович Терентьев Тăвай енри сумлă хĕрарăмсемпе сăн ÿкерттернĕ, 40 яхăн çын та пулĕ. Ытларахăшĕн кăкăрĕсем çинче орден-медальсем. Эппин, районта Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тума хатĕрленнĕ вăхăтра ÿкерттернĕ ăна.

Пĕрремĕш ретре ларакансенчен, сылтăмран тăваттăмĕшĕ - манăн анне, Мария Федоровна Федорова. Чÿкçырми ялĕнче 1919 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче çуралнă вăл, çичĕ класс пĕтернĕ. «Красное Сормово» колхозра бригадăра вăй хунă. Вăрçă пуçлансан Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă. Аттепе, Василий Федоровичпа çемьеленсе, тăватă ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсенчен эпĕ, Геннадий Васильевич, Чÿкçырминче пурăнатăп. Вăтăр çула яхăн шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ, «Аль» спорткомплексра тренерта, инструкторта тăрăшнă. Çĕнтерÿ кунĕн уявĕнче Тăрмăш-Тăвай маршрутпа чупассине пуçласа йĕркеленине астăватăп. Çăмăл атлетсен йышĕ самаях пысăкчĕ ун чухне. Халĕ эпĕ тивĕçлĕ канура, районти спорт мероприятийĕсене хутшăнма тăрăшатăп.

Кивĕ сăн ÿкерчĕкех канăç памасть-ха. Ÿкерĕннĕ хĕрарăмсенчен ырă-сывă пурăнакансем те пулма пултараççĕ, вăрăм ĕмĕр сунас килет вĕсене. Тăвай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Л.М.Михайлова учительницăна та куратăп унта. Тен, татах та пур сывă пурăнакансем? Хăвăр çинчен хаçата çырса пĕлтерсемĕр. Мĕншĕн сăн ÿкерттернисем хушшинче арçынсем иккĕн кăна?

Поделиться:
Распечатать