1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
7 мая 2021 г. 13:05

Награда хуçине тупнă

Иртнĕ эрнере Канаш хулипе Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов Октябрь выçăлккинче пурăннă Кирилл Егорович Егоровăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе докуменчĕ-сене йăмăкне, Нина Егоровна Иванована панă.

Н.Иванова - суту-илÿ сис-темин ветеранĕ, 1953-1991 çулсенче малтан ревизорта, бухгалтерта, унтан сутуçăра тăрăшнă. 62 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм. Мăшăрĕ, Павел Иванович, «Новый путь» колхозра трактористра тăрăшнă, пенсие кайсан та ĕçленĕ пĕр хушă.

Октябрь выçăлккинчи Ивановсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслине, Вячеслав Павловича пирĕн районта лайăх пĕлеççĕ. «Акконд-агро фирма» общество коллективне ăнăçлă ертсе пырса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Валерий водитель пулнă, Валентина хуралта тăрăшнă. Татьяна Шупашкарти куç чирĕсене сыватакан больницăра медсестрара вăй хурать, Нина Егоровнана пăхать. Виталий те ял хуçалăхĕнче ырă тĕслĕх кăтартать.

Кирилл Егорович паттăр салтака тепĕр Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Аслă çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитсен шыраса тупнă.

1921 çулта çуралнă К.Егоров. Сывлăхĕ тивĕçлĕ шайра мар пулин те 1943 çулта хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн ăна çав вăхăтра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă, ытти наградăсем те пулнă унăн. 1945 çулта Октябрь выçăлккине таврăннă. Унăн пĕртăванĕсем Николайпа Алексей те çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Кирилл Егорович Хусанти педагогика университетĕнче пĕлÿ илнĕ, 7 çул Чÿкçырми шкулĕн коллективне ертсе пынă. Кайран мăшăрĕ-пе Красноярск крайне пурăнма кайнă, виçĕ хĕр пулнă Егоровсен.

-Приказа Хакаси комиссариатĕнчен янă. Кирилл Егорович Егорова çар заданине пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн панă наградăна, санитари инструкторĕ пулнă вăл,-тенĕ Юрий Витальевич.

Наградăна пама район администрацийĕн тата Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Михайловпа Анатолий Семенов та хутшăннă. Вĕсем Нина Егоровнана Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитнипе саламланă, Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ăшă саламне çитернĕ, чечек çыххи панă.

Унтан вĕсем Тенеялĕнчи вăрçа хутшăнса пурнăçран уйрăлнă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хунă. Йăнтăрчăри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан çамрăк армеецсем те чысланă вăрçă паттăрĕсене.

Поделиться:
Распечатать