1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
10 июня 2021 г. 20:15

Хастарлăхне кура — хисепĕ

АПК ветеранĕсен районти уйрăмне ертсе пыракан Михаил Яковлев, район администрацийĕн организаципе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Григорий Куклов, АПК аталанăвĕн тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Николай Краснов Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Виталий Петухова сумлă юбилейпе саламланă çак кунсенче.

Виталий Владимирович вăрçă ачисен йышĕнчен. Вăл 1946 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсе çар тивĕçне татнă çамрăк 1968 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист, тăван ялне таврăнса, патшалăхăн сортсем сăнакан участокĕн заведующийĕн пулăшаканĕнче ĕçлеме тытăннă. Каярахпа аслă агрономра, ГСУ заведующийĕнче тăрăшнă. 1987 çулта анлă тавракурăмлă специалиста Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председательне суйланă. Ку ответлă должноçра В.В.Петухов 1995 çулччен тăрăшнă. Вăл ертсе пыракан хуçалăх районта малтисен ретĕнче пулнă. Производство аталаннă, ял ĕçченĕ-сен пурнăç шайĕ çултан çул тĕрекленнĕ. Пултарулăхне кура Виталий Владимировича район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агроном должноçне шанса панă, вăл ку яваплă ĕçре мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă.

Юбиляра саламланă май, М.Я.Яковлев Виталий Владимировичпа нумай çул пĕрле ĕçленине палăртнă.

–Кирек хăш вырăнта та пирĕн ентешĕмĕр тÿрĕ кăмăлпа, ответлăха туйса вăй хунă. Çĕр пулăхлăхне ÿстерес, тухăçлă тырпул çитĕнтерес, малашлăхлă сортсене, агротехникăн çĕнĕ мелĕсене ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçе кĕртес тесе сахал мар тăрăшнă,—тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Районтан килнĕ хăнасем 75 çул тултарнă ĕç ветеранне çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. АПК ветеранĕсен республикăри Союзĕ В.В.Петухова Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăнпа пĕрлех ăна ял хуçалăхĕпе çыхăннă ятарлă логотиплă, стена çине çакмалли сехет парнеленĕ.

Пирĕн юбиляр хăйĕн ашшĕн В.Д.Петуховăн ырă ĕçне малалла тăсаканĕ пулнине палăртас килет. Владимир Дмитриевич пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕ-пе çыхăнтарнă пулнă. Сорт-участокра, агрономра, колхоз председателĕнче тăрăшнă. Вăл — «РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ятсене, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ пулнă.

Поделиться:
Распечатать