1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
10 июня 2021 г. 20:19

Кăçалхи пысăк тухăçшăн

Çурхи ĕçсем — çулталăклăх. Районти пур хуçалăхра та çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ, вĕсене чи лайăх сроксенче тата пысăк пахалăхпа туса ирттернĕ.

Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмпе 12178 гектар çинче пурнăçланă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисене 10398 гектар е иртнĕ çулхин 120 проценчĕ чухлĕ акса хăварнă. Выльăх апачĕн никĕс-не çирĕплетес тĕллевпе районĕпе 770 гектар куккурус, 691 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем тата 384 гектар нумай çул ÿсекен курăксем хăйхальлĕн акнă.

Кăçалхи пысăк тухăçшăн тăрăшса районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 744 тонна (2020 çулхин 154 проценчĕ чухлĕ) çурхи тĕш тырă культурисен элита вăрлăхĕсене туяннă. Тăпрана 1380 тонна минераллă удобренисем хывнă, çакă та умĕнхи çулхинчен 15 процент нумайрах.

Нумаях пулмасть калчасене пăхса çаврăнни вĕсем аван паркаланса ÿснине кăтартса пачĕ. Вĕсем уйрăмах «Акконд-агро фирма» АОн, «Дружба» ЯХПКн, «Кубнинский» агрофирма» ОООн, В.В.Николаев, А.Н.Моряков, С.Н.Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕсен лайăх. «Чутеевский» ЯХПКн, Валерий тата Валентин Грачевсен хресчен-фермер хуçалăхĕ-сен калчисене те аван енчен палăртмалла.

Валентин Грачев ХФХ механизаторĕ Сергей Константинов (сăн ÿкерчĕкре) 700 гектар ытла çурхи культурăсем акса 2021 çулхи ака чемпионĕ пулса тăчĕ. Сергей Николаевич хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлакан ĕçчен механизатор, çĕр ĕçĕнче чылайранпа, техникăна та лайăх пĕлет. Хальхи вăхăтра шăпах ку чухнехи хăватлă техникăпа ĕçлет, унпа ака-сухара тухăçлă усă курма тăрăшать. Хăй çемьеллĕ, ача-пăчаллă. «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри Андриян Александров, «Дружба» ЯХПКри Николай Салканов, «Чутеевский» ЯХПКри Лаврентий Шерне, В.Николаев ХФХнчи Вениамин Николаев, А.Моряков ХФХнчи Михаил Егоров, Д.Алексеев ХФХнчи Владимир Маргушов, С.Михайлов ХФХнчи Эдуард Никитин механизаторсем те акари хастарлăхшăн пысăк тава тивĕç.

Халĕ районти аграрисем выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене çулса пухса утăлăх преслаççĕ, сенаж хываççĕ.

Поделиться:
Распечатать