1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
10 июня 2021 г. 20:16

Кадрсен лаççи

Район администрацийĕн çуртĕнче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ ырă кăмăллă пулнине палăртаççĕ çынсем. Вĕсем шутĕнче Тăвайри вăтам шкулти педагогика класĕнчен вĕренсе тухнисем те пур. «Атьăр, пуçтарăнса пăхар, халĕ миçен ĕçлеççĕ? Пĕр вăхăтра 17 çитнĕччĕ»,—тесе сĕнтĕм 2004 çулта педкласс пĕтернĕ район администрацийĕн пуçлăхне.

«Педкласс — чăн та кадрсен лаççи»,—терĕ Владимир Борисович хăйне пулăшса пыракан 13 ĕçчене сывлăх суннă май. Кĕске хушăрах вĕренÿ кунĕсенчи асра юлнă ырă пулăмсем куç умне тухса тăчĕç, педагогика класне уçнăранпа кăçал 30 çул çитнине палăртас пирки те шухăшсем пулчĕç. Асăнмалăх юнашар тăрса сăн ÿкерчĕк турĕç.

Акă вĕсем: Т.В.Кузнецова, Т.В.Потапова, А.П.Петрова (вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ-сем), О.А.Ломоносов (район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи), А.В.Петрова (социаллă аталану пайĕн специалисчĕ), И.А.Потапова (организацилле ĕçсен пайĕн специалисчĕ), В.Б.Михайлов (район администрацийĕн пуçлăхĕ), Е.Ю.Борисова (МФЦ эксперчĕ), А.Г.Сергеев (финанс пайĕн ертÿçи), С.Н.Порфирьева (социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай ертÿçи), М.В.Степанов (строительство пайĕн-че сектор ертÿçи), А.Е.Васильева (АПК аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ), К.Ю.Никитин (организациллĕ ĕçсен пайĕн специалисчĕ), М.М.Алексеева (централизациленĕ бухгалтерин бухгалтерĕ, сăн ÿкерчĕк çинче çук).

1991—2008 çулсенче 19 педагогика класĕнчен 489 ача вĕренсе тухнă. Вĕсене ку класра вĕренме тытăнсан пĕрремĕш урокрах çапла ăнлантарма тăрăшаттăмăр: педагог профессине суйласа илме хатĕрленнисĕр пуçне малашнехи пурнăçра çемье çавăрсан е ĕçе вырнаçсан çынсемпе хутшăнассине лайăхрах йĕркелесе пыма, пурнăçăн тĕрлĕ саманчĕсене вĕсен кăмăл-туйăмне, хуйхи-суйхине тарăнрах ăнланма вĕрентни те кирлĕ пулĕ. Педкласс пĕтернисенчен чылайăшĕ çыннăн çак паха енĕсене ăша хывнă. Мĕнле сферăра кăна ĕçлемеççĕ-ши вĕсем? Европăра, Америкăра, çĕршывăн кашни кĕтесĕн- че ученăйсем, педагогсем, врачсем, çар çыннисем, полици сотрудникĕсем, бизнесменсем, организацисен пуçлă- хĕсем, специалистсем пулса ĕçлеççĕ. Район центрĕнче кашни организацинче тенĕ пекех вĕсем çынсене ăшă кăмăлпа тарават кĕтсе илеççĕ. Автостанцире Е.Г.Фадеева, «ТОКО» станцире М.В.Прокопьева, «Арча» лавкка хуçи А.С.Васильев, районти библиотекăсен тытăмĕн директорĕ В.Ю.Павлов, казначействăра Е.В.Павлова, сбербанкра Е.А.Саперова, сельхозбанкра Т.М.Медведева, больницăра О.А.Ефимовапа Я.В.Шакров, О.В.Хумышева (страхлакан организаци), ĕçпе тивĕçтерекен центрта Р.В.Степанова, полици уйрăмĕн-че О.И.Афонина, суд участокĕнче Е.О.Якимова, «Электросеть» обществăра С.Г.Сергеев пуçлăхпа Г.В.Петров тĕп инженер, «Аль» спорткомплексра Л.В.Осипова, М.С.Крылова, социаллă пулăшу паракан центрта О.Ю.Егорова, диагностика центрĕнче Н.А.Петрова, Тăвайри вăтам шкулта Н.В.Староселец, Э.В.Николаева директор çумĕ-сем, О.П.Ильина, И.Г.Федотова вĕрентекенсем, пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче — Е.А.Иванова, И.В.Зверева, «Радуга» ача садĕн-че Л.Р.Михайлова воспитательсем, Р.И.Соловьев — священник, районти электросеть организацийĕ-сенче Е.Б.Салмина, А.В.Матвеев, «АККОНДМОЛОКО» обществăра Л.В.Михайлова, Е.Ю.Михайлов, «Акконд-агро» обществăра А.Н.Алексеев, Т.Н.Синякова. Паллах, ку список тулли мар.

Асăннă класа çав вăхăтра шкул директорĕнче ĕçленĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В.Н.Васильев пуçарăвĕпе, унăн тăрăшулăхĕпе уçнă. А.Н.Кириллов, Л.И.Кондратьев, Л.С.Пирогова, И.Т.Емельянова, М.Е.Семенова, Г.Б.Краснова, А.П.Михайлова, Г.Ф.Филиппова, Л.М.Терентьева, Л.В.Козлова, М.Е.Николаева, Е.Н.Индюкова, Г.А.Иванова, Л.Г.Петрова, Е.Г.Павлова, Н.Г.Гаврилова класс ертÿçисем, ытти вĕрентекенсем шкул пĕтерекенсене ятарлă пĕлÿ пухса, умри тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçлама йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе, яваплăха туйса, ырă кăмăл-сипете малти вырăна хурса, пурнăçăн сарлака урамĕ тăрăх ăнăçлă утса тухма вĕрентнине чылайăшĕ асра тытать.

Поделиться:
Распечатать