Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 76 çул çитнине паллă турăмăр. 1945 çулхи майăн 29-мĕшĕнче Верховнăй главнокомандовани ставкин 1109-5-мĕш номерлĕ ятарлă Директивĕпе килĕшÿллĕн 1-мĕш Белорусси фронтĕнчи тĕрлĕ çар пĕрлешĕвĕсенчен Германири уйрăм çар ушкăнне (ГСОВГ) тăвасси çинчен йышăннă. Асăннă çар ушкăнне йĕркелесе янă кун вара çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕ пулса тăрать, унăн главнокомандующийĕ Г.К.Жуков пулнă. Германири çар ушкăнне 1955 çулта ГСВГ тесе çирĕплетнĕ, 1991 çулта вара ЗГВ теме пуçланă. Вăл вара 1994 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пынă. Çапла Германири çар ушкăнĕ 49 çул мирлĕ пурнăç сыхлавĕнче тăнă. Чăннипех те шанчăклă щит пулнă. Вăйлă совет çарĕ капитализмла агрессиллĕ çĕршывсене çĕнĕ вăрçă пуçарасран чарса тăнă.
Асăннă тапхăрта пĕтĕм Совет Союзĕнчи территорисенчен чылайăшĕ çар тÿпине ГДР çĕрĕ çинче ГСВГ ушкăнĕнче пурнăçланă, çав шутра пин-пин чăваш каччи те. Служба вăхăтĕнче чăваш ачисем яланах маттуррисен шутĕнче пулнă, паттăрлăх кăтартнă самант та чылай, çĕршывăн тĕрлĕ наградисене тивĕçнĕ вĕсем.
Çар служби хыççăн ентешсем мирлĕ пурнăç юхăмне кĕнĕ, тĕрлĕ сферăсенче ырă тĕслĕх кăтартса ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те... Хальхи вăхăтра пур çĕрти пекех Чăваш Енре те Германире çар службинче тăнисен хăйсен обществăлла организацийĕсем пур, çавăн пекех Тăвай районĕнче те. ГСВГ ветеранĕсем тĕрлĕ мероприятисене, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре активлăх кăтартаççĕ. Тăвайсем Комсомольски — Канаш—Шăхасан—Çĕрпÿ—Сĕнтĕрвăрри—Шуршăл авточупăва та хутшăннă. 2020 çулта Комсомольскинче ятарлă постамент çине Т-80 танк лартнă çĕре те хутшăннă. Асăннă савăнăçлă ĕç-хĕл вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулнă.
Енĕш Нăрвашра воин-интернационалистсене халалласа ятарлă палăк уçнă. Ялти вăтам шкулта вĕренекенсене ветерансем шефа илнĕ. Вĕсене ятарласа пневматикăлла винтовка парнеленĕ. ГСВГ ветеранĕсен ячĕпе пăшалтан перессипе ăмăртусем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Юлашкинчен çапла калама пулать, ГСВГ ветеранĕсем паянхи кун та стройра. Уяв ячĕпе сире, ГСОВГ, ГСВГ, ЗГВ ветеранĕсем!