1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
20 июня 2021 г. 14:08

Ака-суха вĕçленсен, савăнма та кăмăллă

Иртнĕ шăматкун, çĕртме уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче, чăваш халăхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕрне, «Акатуй-2021» ĕçпе юрă тата спорт уявне паллă турĕç районта. Кăçал Раççейри Наукăпа технологисен çулталăкĕпе тата Чăваш Республикинче иртекен Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа çыхăннă вăл. Раççей кунне те уявларăмăр çав кун.

Чăваш наци йăли ял çыннисене тăван çĕре юратма, хресченĕн йывăр ĕçне хисеплеме хăнăхтарать. Ака туйĕн тĕп сăнарĕсем - «сухапуç» тата «çĕр» çуркунне хресчен ĕçре вăй хунă хыççăн пĕрлешнĕ. Ĕлĕк чăвашсем çав кун, пĕрле пухăнса, пĕр-пĕрне çулла пуçланнă ятпа саламланă, вăйă картине тăрса юратнă юрăсене шăрантарнă. Арçынсем ăмăртусем йĕркеленĕ: кĕрешÿре пултарулăхне кăтартнă, чупнă, сикнĕ. Акатуйра сăра вĕретнĕ, тăпăрчăран чăваш çимĕçне чăкăт тата наци апатне - шÿрпе хатĕрлен.

Тăвайри «Аль» спорткомплекс еннелле каякан çул çинче ирех шăплăх хускалчĕ. Йĕркелекенсем стадиона илемлетессине вĕçлеме тимлерĕç, суту-илÿ ярмăрккине хутшăнакансем сентрисене тĕрлĕ таварпа капăрлатрĕç.

Аттракционсемлĕ лапамра ачасен хаваслă сассисем программа вĕçленичченех илтĕнчĕç.

Çÿллĕ тăвайккинчен, пĕчĕк автомашинăсемпе ярăнса, батут çинче сиксе киленчĕç вĕсем. Ял тăрăхĕсен Сăрпа Хусан чиккисене тунисен паттăрлăхне сăнарланă илемлĕ картишсен хуçисем уяврисене хăйсем патне кĕрсе курма йыхăрчĕç.

Таврана кĕçех техĕмлĕ шашлăк шăрши сарăлчĕ, çак çимĕçе юратакансем хапăлласах туянчĕç. «Тăвайри кооператив» потребобщество ĕçченĕсем çĕрĕпе çывăрман пулĕ, çăкăрпа булка изделийĕсен тĕрлĕ выставкине ха-

тĕрленĕ. Çынсем пикенсех хакларĕç хамăр кооператорсен таварĕсене. Тен, иртнĕ çул коронавирус чирĕ сарăлассинчен асăрханса районта акатуй йĕркелеменнине пула та кăçал тăвайсем чылайăн савăнчĕç уявра.

Ял хуçалăхĕн çĕнĕ техникин, ÿкерчĕксен, уйрăм предпринимательсен япалисен, декоративнăй прикладной искусствăпа халăх ăстисен ĕçĕсен куравĕсем пухăннисене хăйсем патне туртрĕç.

Уяв программи районти ача-пăча творчество коллективĕ юрланипе пуçланчĕ, итлекенсем алă çупса тав турĕç вĕсене.

Районти вăйă карти Тăвай енре пурăнакансен харсăрлăхне, ĕçченлĕхне, паттăрлăхне ĕненмелле сăнарларĕ. Район администрацийĕн культура пайĕнче ĕçленĕ Геннадий Масленниковăн «Элпе Кĕтне хушшинче» сăввипе хывнă юрăпа пуçларĕ театрализациленĕ номере. Культура ĕçченĕсемпе вĕренекенсем куракансен кăмăлне каяссишĕн чылай тимленĕ кунта. Вĕсем карталанса сцена патне çывхарчĕç юлашкинчен. Унтан пĕрлештернĕ хор «Алран кайми аки-сухи» юрра чуна пымалла шăрантарчĕ.

Уява, ăшă сăмах каласа, район пуçлăхĕ Александр Шакин уçрĕ. Ял ĕçченĕсене маттурлăхĕшĕн тав турĕ.

-Тăвай ен çыннисем хăйсен тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Эпир кăçал пурне те савăнтаракан тухăç кĕтетпĕр. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени пире малашлăха шанма хавхалантарать. Кашни килте туслăхпа ăнланулăх хуçаланччăр, ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, ырă, телейлĕ, юратуллă пулăр, палăртнисем пурнăçа кĕччĕр,-тесе саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов. Районти ял хуçалăх коллективĕсен тăрăшулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ вăл.

Унтан сцена çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тухрĕ.

-Эпир паян Раççей кунне те уявлатпăр. Нацие, ĕненĕве, ăçта пурăннине шута илмесĕр пĕрле савăнатпăр, Тăван çĕршывăн историйĕпе мухтанатпăр, малашлăха планлатпăр. Хамăр вăя шанмалла пирĕн, хăйнеевĕрлĕхе упрамалла, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртмелле. Йăла-йĕркене тĕпе хурса, шанчăклăн малалла каймалла. Эпир пĕрле ĕçлесен, авалхи чăваш нимине йĕркелесен палăртнисене хăвăртрах пурнăçлатпăр,-терĕ Олег Алексеевич.

Районти агропромышленноç комплексĕн малта пыракан ĕçченĕсене саламлама регион пуçлăхĕсĕр пуçне РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ЧР культура министрĕн заместителĕ, информаци ушкăнĕн ертÿçи Надежда Павлова, Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Статус» юридици фирма» ООО директорĕ Николай Владимиров, «Тăвай ен» ентешлĕх председателĕ Николай Никитин тата ыттисем хутшăнчĕç.

Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 45 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Николаевна Григорьевана «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панине çирĕплетекен документсемпе знакне пачĕç малтан.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Станислав Данилова, Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторне Эдуард Никитина, «Коммунальник» тулли мар яваплăхлă общество директорне, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне Юрий Ефимова, 45-мĕш пушар чаçĕн караул начальникне Вячеслав Егорова чысларĕç.

ЧР социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма хăйсен пысăк тÿпине хывнăшăн Юрий Алексеева, Николай Большова, Николай Иванова, Николай Мальцева, Виталий Синякова «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе - 100 çул» асăну медальне пачĕç.

Раççей кунĕнче София Алексеева, Екатерина Леонтьева, Александр Павлов вĕренекенсем РФ гражданинĕн паспорчĕллĕ пулчĕç.

РФ ял хуçалăх министерствин Тавне «Акконд-агро фима» обществăн машинăпа ĕне сăвакан операторĕ Полина Семина тивĕçрĕ. Машинăпа ĕне сăвакансен республикăри 39-мĕш конкурсĕн чемпионне Екатерина Георгиевана, «Аль» ДЮСШ-ФСК командине чысларĕç унтан.

Ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев илмелли свидетельствăпа Надежда Димитриевапа Александр Ефимова савăнтарчĕç.

Чăваш Республикин ытти наградисемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн Тавĕпе, Хисеп грамотипе чысланисем те чылайăн пулчĕç.

Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Сергей Константинов «Ака чемпионĕ-2021» ята тивĕçрĕ.

Акара ырă тĕслĕх кăтартса «Акконд-агро фирма» общество çĕнтернĕ кăçал, Николаев тата Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Дружба» ЯХПК - иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăна вара «Агрофирма «Кубнинский» ООО тата Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕ тухнă, вĕсене дипломсемпе наградăларĕç. Валентинпа Валерий Грачевсен, Борис Алексеев коллективĕсен ĕçĕсене те ырăпа палăртнă.

Ял хуçалăхĕнче, ытти сферăра малта пыракансем ра-йон администрацийĕн Хисеп грамотисемлĕ пулчĕç.

Районăн Хисеп кĕнекине кăçал районти агропромышленноç комплексĕн ветеранне Иван Якимович Гурина кĕртнĕ.

ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Геннадий Козловăн, «Ÿсĕм лапамĕ» районти центрĕ-сен, «Акконд» АО тата «АККОНДМОЛОКО» тулли мар яваплăхлă обществăсен выставкисем умĕнче чылайччен тăчĕç тăвайсемпе хăнасем, продукцисене тутанса та курчĕç, çамрăксен робототехникине хăйсем ахăртнех унталла-кунталла куçарса пăхакансем те пулчĕç.

Чăваш Патшалăх академийĕн юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем сцена çине тухсан куракансем хушшинче тухса ташлас кăмăллисем те пулчĕç паллах, ялта пурăнакансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç артистсене. Кăçал Шупашкарти аэроклубăн парашютисчĕ-сем Тăвай районĕн çыннисемпе савăнма кăмăл тунă. «Парашютистсем сикме хатĕрленеççĕ. Ав, пирĕн çийĕн самолет вĕçме пуçларĕ!»-тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ кĕçех. Пурте пĕлĕтелле тинкерчĕç. Уяврисем пĕр хушă парашютистсем çĕр çине илемлĕн вĕçсе аннине сăнарĕç. Пĕр вырăнта тапăртатса сикекенсем, кăшкăрса алă çупакансем, телефонпа ÿкерекенсем пулчĕç вĕсем хушшинче. Çĕнĕлĕх çынсене кăмăла кайрĕ.

Спортсменсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç акатуйра. Волейболла, мини-футболла вылярĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, кĕрешессипе палăрчĕç.

Нумайлăха асра юлĕ ĕнтĕ районти илĕртÿллĕ уяв. Çанталăкĕ те çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле хĕпĕртерĕ, тыр пул калчисем лайăх çитĕнччĕр тесе тăрăшрĕ вăл, чашлаттарса çумăр çурĕ. Ака-суха вĕçленсен, пĕрле акатуйра савăнтăмăр çапла.

А.НИКИТИНА.

 

Поделиться:
Распечатать