1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
8 июня 2021 г. 17:29

«Чи туслă çемье» — Енĕш Нăрвашран

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти çул çитмен çамрăксен социаллă реабилитаци центрĕнче пулнă. Унта «Атăлçири чи ăнăçлă çемье» конкурсăн регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ çемьесемпе çавра сĕтел хушшинче тĕлпулу иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.НИКОЛАЕВ ачасене хÿтĕ-лемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламланă:

«Çакă ача-пăчан чи савăнăçлă та юратнă уявĕсенчен пĕри кăна мар, вăл пире, аслисене, эпир кашни ача пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тата шăпишĕн яваплă пулнине ытарлăн аса илтерни те.

Ачасем — хаклăран та хаклă пуянлăх, вĕсем пирĕн шанчăкăмăр тата пуласлăхăмăр. Эпир пурте çитĕнекен ăрăва мĕнпур лайăххине парассишĕн вăй хуратпăр. Ачасене вĕрентесси, вĕсен сывлăхне çирĕплетесси, канăвне йĕркелесси тата ăс-хакăлне аталантарасси мĕнпур шайри власть органĕсен тĕп ĕçĕсен шутĕнче. Пирĕн пĕрлехи тĕллев — çамрăк ăрăва пур енлĕ аталанма, хăйĕн таланчĕпе тата пултарулăхĕпе туллин усă курма пултармалли хăтлă майсем туса парассишĕн çине тăрса ĕçлесси.

Чăваш Енре ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать. Ачаллă çемьесене пулăшу памалли майсен йышĕ те тăтăшах анлăланса пырать, çав шутра Раççей Президенчĕн пуçарăвĕсене пула та. Пирĕн республикăра çак тĕллевсем валли кăçал 18 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Çапах та социаллă пулăшу темле витĕмлĕ пулсан та, чи кирлине ача çемьере ăса хывать. Ку вăл, чăн малтан, юрату, хÿтлĕх, тимлĕх тата пулăшу. Ачисене тивĕçлипе пăхса çитĕнтерекен мĕнпур ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тăватăп. Хÿтлĕхсĕр юлнă пепкесене çемьене илсе чун ăшшине парнеленĕ усрав çемьесене те пур кăмăлтан тайма пуç.

Чăваш Енре пурăнакан шăпăрлансен ачалăхĕ канăçлă та хаваслă тата хăрушлăхсăр пултăр! Çак уяв кунĕнче пурне те иксĕл-ми телей, çирĕп сывлăх, çураçу тата ырлăх сунатăп!»—тенĕ вăл.

Мероприятие ЧР ĕçлев тата социаллă хÿт-лĕх министрĕ А. Елизарова, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ» общество организацийĕн ыркăмăллăх фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Г.Германова, Чăваш Енри ашшĕсен Канашĕн правленийĕн председателĕ А. Мурыгин хутшăннă.

Регион конкурсĕнче çĕнтернĕ çемьесене Республика Пуçлăхĕ хăй ятĕнчен асăнмалăх сехетсем панă.

Тĕлпулура 6 çемье пулнă. Вĕсен йышĕнче — Енĕш Нăрвашри Владимир Петровичпа Светлана Николаевна Михайловсем те (сăн ÿкерчĕк-ре вĕсене саламланă самант). Çемьери тăхăр ачаран саккăрăшне усрава илнĕ.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов та пултаруллă çемьепе тĕл пулнă, Атăлçи округĕнчи регион тапхăрĕнчи конкурсăн «Чи туслă çемье» номинацире мала тухнă ятпа чун-чĕререн саламласа çĕнтерÿçĕ Дипломне панă, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

Поделиться:
Распечатать