1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
8 июня 2021 г. 17:26

«Эпир тÿснине сирĕн тÿсмелле ан пултăрччĕ»

Чăваш Енре ку çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçлани 80 çитнине халалланă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен чăваш халăхĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хастар хутшăннă. Манăн хуняма, Клавдия Федотовна Федотова, çак çăмăл мар ĕçе хутшăннисенчен пĕри. «Кунта эпир окоп чавнă, хĕн-хур курнă»,—тенĕччĕ вăл темиçе çул каялла сывă чухне пирĕн пата хăнана килсен.

Канаш районĕнчи чиркÿллĕ Шăхаль ялĕнче, 1919 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. 2 ывăл та виçĕ хĕр пулнă çемйинче. Ашшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнипе шкулта 4 класс кăна вĕреннĕ Клавдия Федотовна. Килте ĕçлекен кирлĕ тесе амăшĕ вĕренме яман урăх. «Анне пире питĕ çирĕп тытатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх картиш туллипе ĕç нумай пулнă. Пиччесем питĕ маттурччĕ. Эпир начар пурăнман çавăнпа»,—аса илетчĕ хуняма. Кайран икĕ пиччĕшне те вăрçа илсе кайнă, вĕсем хыпарсăр çухалнă.

—1941 çулхи октябрьте пире Тăвай районĕнчи Çăлпуçне илсе килчĕç. Колхозран темиçе лавпа çимелли, кĕреçесем, лумсем тиесе çитрĕмĕр. Ял хушши питĕ пылчăклăччĕ, ун пеккине курманччĕ эпĕ.

Афанасий Романов колхоз председателĕ пулнă, вăл пире, пилĕк хĕрачана, хăйсем патне хваттере илсе кайрĕ. Унăн арăмĕ питĕ ырă кăмăллăччĕ, пире лайăх пăхатчĕ. Вĕсен пĕчĕк ачи пурччĕ. Ĕçрен килсен пире апат çитеретчĕ, мунча хутса кĕртетчĕ,—аса илĕвне малалла тăснăччĕ ун чухне К.Федотова.

Йĕпе тумтирне кăмака йĕри-тавра çакса типĕтнĕ хĕрсем. Кунĕпе лумпа, кирккасемпе, кĕреçесемпе ĕçлесе питĕ ĕшенсе таврăннă. Тумтирĕ япăх пулнă ĕçлекенсен, урисене тăлапа çăпата тăхăннă. Çăпата кантрисем татăлса кайнă тăтăшах. «Хĕл ларсан çăм атăпа, çĕнĕ кĕрĕкпе (пĕве çитнĕ хĕре çĕлесе панипе) тăпра ашаттăм. Хĕл питĕ сивĕ-

ччĕ, лумпа шăннă çĕре кататтăмăр, кирккапа кĕреçене сулла-сулла питĕ ывăнаттăмăр. Алăсем шăнатчĕç, алсасем хăвăрт çĕтĕлетчĕç. Вут чĕртсе ăшăтаттăмăр çĕре. Выçнă пулин те апат çиме васкамастăмăр, чавмалла, норма тултармалла. Çумăрта, çил-тăманра та ĕçлеттĕмĕр. Фашистсем ан иртчĕр тесе тăрăшаттăмăр»,—татах каласа кăтартатчĕ Клавдия Федотовна.

Халăх ун чухне кăткăсем пек чакаланнă çĕр çинче, окоп чавнă. Тем тарăнăш пулнă чикĕ, тăприне наçилккасемпе çÿле хăпартнă, пĕренесенчен блиндажсем тунă. Йывăрлăха чăтма çăмăлтарах пултăр тесе макăрса илнĕ окоп чавакансем, нимĕçсене ылханнă. Чирлекенсем те, вилекенсем те пулнă. Вăхăт иртсен килĕсене те кая-кая килнĕ. Чавса пĕтеричченех ĕçленĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем. «Киле килсен канма та памарĕç, тепĕр куннех колхозран вăрман касма ячĕç. Сивĕ, юр тарăн, кĕрт ашса кĕмеллеччĕ. «Клавди, сан лашу вăйлă, малта пыр»,— тетчĕç хĕрсем. Тепĕр чухне лашасем кашкăрсене туйса хартлататчĕç. Йывăçсене кассан турачĕсене иртнĕ хыççăн тататтăмăр, тиеттĕмĕр тарласа. Лавĕ йывăр, юрĕ тарăн пулнипе лаша чĕркуçленсе тапаланатчĕ, çавах çул çине илсе тухатчĕ. Вăрнарти чугун çул хĕррине турттарса çитернĕ. Лашасем поезд кăшкăртнинчен питĕ хăратчĕç»,—калаçăвне малалла тăсатчĕ ватă. Юр ирĕлме пуçласан вĕсем колхозра ĕçленĕ.

Каçсерен вăрлăх суйланă. Çăм арласа фронт валли чăлхасем, виçĕ пÿрнеллĕ алсасем çыхнă. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çав вăхăта?

1943 çулта Уралти завода ĕçлеме кайма ят тухнă. Çав вăхăтра ярмăрккара паллашнă каччă, Антон Алексеевич Алексеев аманса таврăннă вăрçăран, вĕсем мăшăрланнă. Малалла хуняма Канаш районĕнчи Аслă ялĕнчи колхозра тăрăшнă. Алексеевсем 5 ывăл та 2 хĕр çуратса ÿстерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тăратнă.

Таврари ял çыннисем те окоп чавма чылайăн çÿренĕ. Хăшĕсене унтанах çара илсе кайнă. Вăрманхĕрринчи Георгий Ильич Ильина 18 çултах салтак ретне тăратнă. Атте (Егор Иванович Горбунов) каласа панă тăрăх, çынсем ирех лавсемпе пуçтарăнса кайса каçпа киле килнĕ. Окоп чавнă киркка халĕ те упранать.

Кайран Тăрмăшри артеле прикладсем тунă çĕре вырнаçнă вăл. Унта çирĕп йĕрке пулнă. Апат çиме харпăр хăй пайне панă. Вăрманхĕрринчи Федосия Даниловна Данилова окоп та чавнă, колхозра та ырми-канми ĕçленĕ. Канаша лавпа тырă леçме çÿренĕ. Пĕррехинче Хучель вăрманĕнчен иртнĕ чухне йывăçсем хушшинчен таркăн çын тухса хăвалама пуçланă. Хветуç аппа ăна çăкăр пăрахса парсан чарăннă. «Ун аллине лекнĕ пулсан вĕлеретчĕ ĕнтĕ мана»,—тесе каласа кăтартнă яла таврăнсан Ф.Данилова.

Йĕпреç вăрманĕнчи яштака та тÿрĕ йывăçсене касса илсе тухнă çĕрте ĕçленĕ кайран. Кашкăрсем нумай пулнă çав вăхăтра, начаркка лашасене çапса-хăваласа та тарнă йывăç турттаракансем. Чирлесен те ĕçрен юлма юраман. Тăхăнмаллисем —начар, хырăм выçă пулнă. Хветуç аппана вăйлă чирленĕ хыççăн вилнĕ тесе морга илсе кайнă. Вăрансан сиввипе, тĕттĕм-мипе хăраса ÿкнĕ вăл. Кăшкăра-кăшкăра шаккасан пырса пăхнă санитаркăсем. Вĕсен çавăн чухне çÿçĕсем вирелле тăнă пуль. Больницăра выртса сывалнă хĕрарăм. Пĕвĕпе пĕчĕк пулнă вăл. Мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши çав йывăрлăха? Перекет банкĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Ф.Данилова Аслă Çĕнтерÿ кунĕн уявĕнче çуллен медалĕсене кăкăрĕ çине çакнă.

«Мария Дмитриевна Горбунова (Дмитриева) та Тăвай сăрчĕ çинче ĕçленĕ. Вĕсем патĕнче икĕ хĕр хваттерте пурăннă»,—тесе каласа панă Таня хĕрĕ. Ун хыççăн Маня инке тракториста вĕреннĕ, «Красное Сормово» колхозра ĕçленĕ. 1948 çулта иккĕмĕш ачине çуратсан учетчик пулса тăрăшнă.

Анна Иванова (Карсакова) та трактористка пулнă. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче те вăййа тухнă. Анук инкесен граммофон пулнă. Йăмăкĕ балалайка каласа та хĕрсене ташлаттарнă.

Мария Васильевна Васильевана окоп чавнă çĕртенех колхоза тракторпа ĕçлеме илсе кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех гусенициллă тракторпа ĕçленĕ. Шартлама сивĕре епле тÿснĕ-ши хĕрсем тимĕр кабинăра?

Варвара Ивановна Горбунова килĕнче те окоп чавакансем пурăннă. Вăл вĕсене апат пĕçерсе çитернĕ, мунча хутса кĕртнĕ. Ыттисем патĕнче те 5—6-шар çын урайне улăм сарса çывăрнă.

Варвара Петровна Петрова (Хветĕр матки), мăнукĕ каласа панă тăрăх, вăрман турттарнă çĕре хутшăннă. Пĕррехинче ăна Куславккана краççын илме янă. Уншăн çăкăр панă, тет. Ăна ултă ачине парса хăварнă. Миçе кунта кайса килнĕ-ши унта? Витĕр шăнса кÿтнипе пăрланнă çăпата тăлине те хваттер хуçи салтма пулăшнă, тумтирне типĕтме çакнă. Çакăн пирки тăванĕсене йĕре-йĕре каласа панă вăл.

Каçсерен хĕрсемпе хĕра-рăмсем çăм арланă, виçĕ пÿрнеллĕ алсасем тата нускисем çыхнă фронта валли, заем илнĕ, укçа пуçтарнă, тенкĕсене, хушпусене, тухьясене панă. Çĕнтерÿшĕн нимĕн те хĕрхенмен, налук та тÿленĕ.

Александра Петровна Пет-

рова та пĕчĕк хĕрачине килте хăварса вăрман каснă, пĕренесем блиндажсем валли турттарнă. Питĕ сивĕ пулсан та ĕçлемелле пулнă. Ĕçре хастар пулнăшăн ăна виçĕ медаль панă.

Колхозсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ районти пуçлăхсем çав вăхăтра. «Мĕнле ĕçлетпĕр-ха?»—тесе ыйтнă тет пухăннисенчен пĕринче. «Ăйăрсем пек ĕçлетпĕр»,—тесе хуравланă Шуркка аппа. Виличченех «Ăйăр Санькки» хушма ятпа çÿренĕ вăл çакăн хыççăн.

Аттен йăмăкĕ Юля аппа ун чухне 4—5 çулта пулнă. «Ачалăхра хырăм выçатчĕ. Питĕ çиес килетчĕ. Анне ĕçрен килсен вĕлтĕрен, мăян, пултăран яшки пĕçерсе паратчĕ, кăштах çăнăх яратчĕ»,—тетчĕ вăл кайран.

Çитмĕлмĕш çулсенче заемсене сахал выляттарнă. Пирĕн асаннен çыххипех юлнă. Укçа тесе выляттăмăр.

Анне, Иустина Кирилловна Горбунова (04.04.1927), колхозра тĕрлĕ ĕçсем тунă. Вăкăрсемпе ĕнесене кÿлсе ĕçленĕ. Вĕсемпе йывăр пулнă, шыв курсан лавĕпех çырманалла чупнă выльăхсем. Вăкăрсене каялла çавăрса тухма хĕн пулнă. Михĕсене лав çинчен пушатса каялла тиенĕ. Анне ĕне çине утланса çÿренĕ иккен. Ĕнине Машук тесе чĕннĕ.

Кайран Иваново хулине торф кăларнă çĕре ĕçлеме кайнă. Торфа шывран кăларса вагонеткăсене тултарма, типĕтнĕ çĕре тĕртсе илсе çитерме çăмăл пулман. «Мускав çине нимĕçсем бомбăсем пăрахнипе каçхине çутăччĕ, питĕ хăраттăмăр»,—тетчĕ анне. Каярахпа çамрăк хĕрсене пир тĕртекен комбината янă. Унтан анне 1947 çулта киле таврăннă. 1948 çулта аттепе, Егор Иванович Горбуновпа, çемьеленнĕ. Пĕр хуранта тĕне кĕнĕ, пĕр класра вĕреннĕ вĕсем. Икĕ тăлăх пĕрлешсе 7 ача çуратса ÿстернĕ. Юраман пулсан та венчете тăнă. «Эпир тÿснине сирĕн тÿсмелле ан пултăр»,—тăтăшах ырă сунатчĕ анне. Çакăн пек истори кашни çемьерех пулнă ĕнтĕ. Хамăрăн тăвансемпе кÿршĕсем тылра епле асапланни пирки кăштах çырса кăтартас терĕм çавăнпа. Эпир вĕсем тăрăшнипе мирлĕ пурнăçра пурăнатпăр. Пирĕн ачасемпе мăнуксемшĕн тĕнчере яланах таса тÿпе пултăр.

Хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсемпе тылри ĕçченсене ытларах хисеплеме пуçларĕç. Ку питĕ тĕрĕс. Пĕр вунă çул каярах вĕсене чысланă пулсан нумайрах пĕлме пулатчĕ вĕсем пирки, хăйсем те кăштах савăнса юлатчĕç.

Поделиться:
Распечатать