1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
8 июня 2021 г. 17:25

Форума хутшăннă

Çу уйăхĕнче Гатчина хулинче (Ленинград облаçĕ) «Педагог: профессия. Призвание. Искусство» ятпа Пĕтĕм Раççейри вĕрентекенсен иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Тĕрлĕ регионтан 230 çамрăк специалист хутшăннă унта. Чăваш Енрен çак чыса Çĕмĕрлери 1-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физика учителĕ Валентин Афанасьев тивĕç пулнă. Вăл пирĕн ентеш, Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

«Сурский рубеж. Победа одна на всех» общество пĕлтерĕшлĕ вĕрентÿ проекчĕпе паллаштарнă конференци участникĕсене. Уйрăм ушкăнсенче мастер-классем ирттернĕ. Вĕренÿ проектне Тăван çĕршыв ирĕклĕхне фронтра паттăррăн хÿтĕленĕ тата çĕнтерĕве тылра туптанă ĕçченсене, Чăваш республикинче 80 çул каялла Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте хастарлăх кăтартнă çынсене халалланă.

Форум участникĕпе тĕл пулма тÿр килчĕ çак кунсенче. Валентин Афанасьев 2005 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Диплом илнĕ каччă çав çулхинех çар службине тăнă. Ĕç çулне 2012 çулта Архангельск облаçĕн-чи Устьянски районĕнчи вăтам шкулта пуçланă. Ăста вĕрентекенсен пуян опытне, ĕçри çĕнĕлĕхсене ăша хывма тăрăшнă. Тăтăшах уçă уроксем ирттерни, «Çулталăк учителĕ» тата ытти ăсталăх конкурсĕсене хутшăнни аталанма пулăшнă çамрăк специалиста. 2020 çулта Чăваш Ене таврăннă. Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкул коллективĕ 7 çул вĕрентÿ ĕçĕнче туптанма ĕлкĕрнĕ физика учительне хапăллăн йышăннă (физиксем çитменнипе хулари тепĕр шкулта та çак предмета вĕрентет вăл). Кăçал Валентин Николаевич «Педагогический дебют» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Тĕпчев ĕçĕсем валли те, вĕсене вĕренекенсене явăçтарма та, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма та вăхăт тупать В.Афанасьев.

Тăван яла килес пулсан, шкула кĕрсе тухмасăр каймасть, хăйне вĕрентнĕ учительсемпе тĕл пулать. Вĕсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Кăçал сĕтел çи тенниспа иртнĕ районти ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă. Апла çуралнă кĕтеспе çыхăну çирĕп.

«Шкулта тăрăшуллă пулнă. Уроксенче тимлĕччĕ. Пур предмета та юратса вĕренетчĕ. Историне питĕ кăмăллатчĕ, лайăх пĕлетчĕ.

Олимпиадăсене хутшăнат-

чĕ»,—терĕ ун çинчен кĕс-кен класс ертÿçи пулнă В.Г.Сидоров.

Валентин Николаевич хăйне вĕрентнĕ учительсене ырă сăмахсемпе асăнчĕ, тав турĕ: «Тĕрĕс çул суйлама пулăшнинче вĕрентекенсен тÿпи питĕ пысăк. Вĕсен пархатарлă ĕçне малалла чыслăн тăсассине хамăн тивĕç вырăнне хуратăп, пурне те ырă сывлăх, телей сунатăп. Математикăпа физика учителĕсем Любовь Смолинапа Морис Андреев хăйсен предмечĕсемпе çывăх пулма витĕм кÿнине палăртас килет».

Хусан хÿтĕлев чиккине тума хамăр районти, кÿршĕ районсенчи ялсенчен хастар хутшăнни, вĕсен ячĕпе Тăвай ялĕнче 2010 çулта, Çĕмĕрле районĕнче кăçалхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче стела уçни çинчен те пулчĕ калаçу конференци участникĕпе.

«2021 çул Чăваш Еншĕн — хăйне евĕрлĕ çулталăк. Эпир Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене чыслатпăр. Вĕсем тĕлĕнмелле йывăр условисенче оборона объекчĕ-сем тунă. Фронтпа тыл пĕр тĕллевпе — çĕнтерÿшĕн пурăннă. Пулас ăрусенче вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăвармалла, çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатмалла, çак тĕллеве тĕпе хунă проектра,—терĕ вăл. —Хÿтĕлев чиккисене тума 200 пине яхăн çын — вăрçă пуçланнă тĕле республикăри ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ хутшăннă. Хĕрарăмсемпе хĕрсем, алла кĕреçе тытма пултаракан ватăсем 40 градусран иртекен сивĕре ĕçленĕ. 6 миллион кубла метр çĕр кăларнă. Хÿтĕлев чиккисен тăршшĕ 380 километрпа танлашнă... Доклад пуçламăшĕнчи илсе кăтартнă çак цифрăсем пурне те интереслентерчĕç».

Проектпа пĕри те тепри — РФ вĕрентÿ министерствин «Вестник образования» электронлă журнал представителĕ-сем, ытти регионсенчи учительсем кăсăкланнă, докладчик вĕсемпе çыхăнма шантарнă.

Валентин Николаевич Чăваш Енре хÿтĕлев сооруженийĕсем тунă тапхăра тĕпчемелли чылаййине пĕлтерет. Халĕ хăй шăпах çулталăка халалласа ирттерекен ĕç-хĕлĕн электрон версине тăвассипе ĕçлет. Çĕмĕрлесем хатĕрленĕ çул карттипе Чăваш Енри муниципалитетсенчи вĕренÿ учрежденийĕсемпе организацисенче кăна мар, ытти регионсенче те усă курасса шанать.

Хамăрăн маттур ентеше пурнăçра, вĕрентÿ тата тĕпчев ĕçĕсенче ăнăçу сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать