1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
8 июня 2021 г. 17:24

Сарăлать те сарăлать...

Республикăри муниципаллă районсенчен чылайăшĕнче Сосновски пултăран (борщевик Сосновского) питĕ сарăлнă, вăл çĕнĕрен çĕнĕ лаптăксене çĕнсе илет, пĕр Етĕрне районĕнчех 78 гектар çĕре çак путсĕр çумкурăк ярса илнине палăртаççĕ, республикипе вара 300 гектара яхăн теççĕ. Вăл çынсемшĕн те, выльăх-чĕр- лĕхшĕн те, тавралăхшăн та сиенсĕр мар.

ЧР ял хуçалăх министерстви «Чăваш Республики территорийĕнче Сосновски пултăранпа кĕрешесси» ятарлă ведомство программи туса хатĕрленĕ, ăна пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнче 2021 çул валли 8,9 млн, 2022 тата 2023 çулсем валли 6,7-шер млн тенкĕ пăхса хăварнă. Укçа-тенкĕне районсене ярса панă.

Асăннă пултăранпа кĕрешме пирĕн районта 477600 тенкĕ уйăрнă, çак шутран 453700 тенки — республика бюджетĕнчен. Паянхи кун тĕлне Сосновски пултăрана хими препарачĕпе пĕрремĕш хут сирпĕтессине вĕçленĕ. Çак ĕçех 18,5 гектар çинче икĕ хут туса ирттереççĕ. Пултăранпа механикăлла, химилле тата агротехникăлла майсемпе кĕрешеççĕ. Химилле майпа пĕтерме анлă витĕм кÿрекен гербицидсемпе (Раундап Торнадо, Ураган, Пилараунд тата ытти) усă кураççĕ. Гербицидпа ÿсентăранăн пĕрремĕш çулçисем тухса йĕркеленнĕ чухне сирпĕтеççĕ. Механикăлла майпа кĕрешнĕ чухне пултăранăн тымарĕсене кăклаççĕ, çулса пухаççĕ. Агротехника мелĕпе усă курнă чухне çĕре ĕçлесе хатĕр-леççĕ тата нумай çул ÿсекен курăксем акаççĕ.

Сосновски пултăрана пĕтерме хăш меслетпе усă курасси вăл ăçта ÿснинчен, унти условисенчен тата мĕнле сарăлнинчен килет.

Поделиться:
Распечатать