1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
14 июля 2021 г. 12:02

Почта ĕçченĕсем хастар

Чăваш Республикинче 1300 ытла почтальон ĕçлет. Вĕсенчен кашниех вăтамран 875 çын пурăнакан участока тивĕçтерет тата пĕр ĕç кунĕнче 15 çухрăма яхăн тăвать. Пĕр уйăхра Чăваш Ен почтальонĕсем организацисемпе уйрăм çынсене çырăнса илекен кăларăмсем, ахаль йышши тата заказлă çырусем, посылкăсем, счетсем, социаллă тÿлевсем çитерсе параççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. Нимĕнле çанталăкпа çул-йĕре пăхмасăр куллен клиент патне çитеççĕ вĕсем, çынсен нушисемпе савăнăçне пĕлме, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. «Раççей Почти» АОн Чăваш Республикинчи УФПС тытăмне 9 почтамт, 400 яхăн почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ кĕрет.

Пирĕн районти çыхăну уйрăмĕсем Канашри почтамтра шутланаççĕ, пурĕ 33 çын ĕçлет вĕсенче. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн «Ял ĕçченĕ» хаçата ытларах киле çитерес енĕпе Элпуçĕнчи (О.Николаева), Тăрмăшри (Е.Андреева), Тĕмерти (Р.Николаева), Енĕш Нăрвашри (И.Михайлова) çыхăну уйрăмĕн коллективĕсем аван вăй хучĕç, çĕршер ытла экземпляр вырăнти пичет кăларăмне çырăнтарма пултарчĕç. 

Çак кунсенче пирĕн пата ырă хыпар çитрĕ. Районти Енĕш Нăрвашри çыхăну уйрăмĕн начальникĕн Ирина Анатольевна Михайлован сăнне «Раççей почти» АО Чăваш Республикинчи управленин Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Район центрĕнчи почта çыхăнăвĕн ĕçĕсене вара Е.Федотова чылайранпа йĕркелесе пырать. Маринăпа Наталия Осиповасем — операторсем. Çынсемпе ăшшăн калаçаççĕ, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвне хăвăрт татса параççĕ.

Э.Виноградова, З.Васильева, И.Евдокимова, О.Никитина, О.Петрова, Р.Кучерова почтальонкăсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх пурнăçлаççĕ. Районти «Ял ĕçченĕ» хаçата 306 экземпляр çырăнтарнă вĕсем.

Почта çыхăнăвĕн ытти услугисемпе те туллин усă кураççĕ ялсенче пурăнакансем. Утă уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче хăйсен профессиллĕ уявне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем.

Редакцие пырса илмелле е ялти магазинсем урлă çырăнассипе йăнтăрчăсем, улянкăсем, пуянкассисем, чутейсем активлăх кăтартнă. Ыттисем те вĕсенчен юласшăн мар. Çине тăрсах ĕçлеççĕ.

А.НИКИТИНА.

Поделиться:
Распечатать