1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
15 июля 2021 г. 19:57

Рейд ирттерчĕç

Тăвайри ятарлă программăсен заведующийĕ А.Федоров, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ В.Шерне, профилактика тата надзор ĕçĕсен пайĕн сотрудникĕсем - В.Михайловпа Д.Григорьев, полици уйрăмĕн участковăйĕ Н.Шамбулин районта пушар хăрушсăрлăх правилисене, санитарипе эпидемиологи йĕркисене мĕнле пăхăннине Тĕмер ял тăрăхне тухса тĕрĕслерĕç.

Тăватă ялти 12 объектра пулнă рейд ирттерекенсем, 50 ытла памятка валеçнĕ, пысăк çитменлĕх-сем тупса палăртман. Çынсемпе вакцинаци тутармалли пирки калаçу ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче.

Çавăн пекех рейд вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли пирки сăмах пуçарнă. Шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине те палăртнă. Ачасене аслисемсĕр шыв хĕррине яма юраманни çинчен аса илтернĕ. Республикăра çынсем шывра инкек курнă тĕслĕхсем ÿссе пыраççĕ.

Районта та пушара хирĕçле ятарлă режим пынă май, кăвайт чĕртсе шашлăк пĕçерме, çÿп-çапа çунтарма юрамасть.

А.ФЕДОРОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: рейд вăхăтĕнче.

Поделиться:
Распечатать