Чăваш Енри халăхăн пурнăç шайне ÿстерессине ЧР 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă. Асăннă программăпа экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕн-че, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре тата ытти сферăсенче кашни муниципалитетăн аталану планне çирĕплетнĕ. Тăвай районĕнче хальхи вăхăтра культурăри мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ, малашлăхра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ/ Çак ыйтусен хуравне тупма çак кунсенче республикăри культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова килсе кайнă пирĕн района, проектсем мĕнле пурнăçа кĕнипе кăсăкланнă.
Пирĕн çĕршывра культурăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси юлашкинчен пулса пыни вăрттăнлăх пулман никамшăн та. Раççейре паян регионсенчи социаллă пурнăçпа экономикăри лару-тăрăва йĕркелеме нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул Раççей правительстви республикăн комплекслă программине аталантарма 3 млрд тенкĕ уйăрнă.
Культура çын пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă вырăн йышăннине палăртнă министр. Культура отраслĕ ыттисенчен бюджет финансĕн пайĕ пысăккипе е тата тепĕр майлă - бюджет мар финанс сахаллипе уйрăлса тăрать.
Светлана Анатольевна малтан район тата администрацин пуçлăхĕсемпе Александр Шакинпа тата Владимир Михайловпа тĕл пулнă, районти культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ мĕнле пынипе паллашнă вĕсемпе пĕрле. Районти культура çурчĕсен тата библиотекăсен пĕрлештернĕ системисен директорĕсем Арина Алексеевапа Владислав Павлов кĕтсе илнĕ вĕсене.
-Масштаблă проектсене пурнăçа кĕртни, паллах, район çыннисене савăнтарать, хавхалантарать. Пилĕк çуллăх программăна ĕçе кĕртсе районта инфратытăмпа çыхăннă 32 проекта пурнăçлама палăртнă иртнĕ çул. Вĕсене ĕçлеттерме 761 млн та 600 пин тенкĕ кирлĕ пулнă. Коммерципе çыхăннă 8 проект ?105 млн та 400 пин% хатĕрленĕ. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче районта ырă улшăну чылай пулчĕ. Культура çурчĕн тăррине çĕнĕрен витнĕ, çурта ăшă тытмалла тунă тата йĕри-тавра çутă керамогранитпа илемлетнĕ. Кивĕ йышши чÿречесене пластикрен калăпланисемпе улăштарнă, куракансем валли çĕнĕ йышши сĕтел-пукан, инвалидсем валли ятарлă оборудовани, çутă тата сасă хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Концертсем валли çĕнĕ тумсем çĕлеттернĕ,-иртнĕ çул епле ĕçленипе кĕскен паллаштарнă хăнасене Арина Юрьевна.
-Культура çуртĕнче вырнаçнă тĕп библиотекăра та пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем тунă 2020 çулта, - калаçăва хутшăннă районти библиотекарьсен ертÿçи Владислав Павлов. -Пÿлĕмсене хăтлăх кÿнисĕр пуçне, ăшă системипе çутă хатĕрĕсене, чÿречесене ылмаштарнă. Çĕнĕ сĕтел-пукан таврашĕпе пуянланнă. 1330 пин тенкĕлĕх ĕç тунă вулавăшри условисене лайăхлатма.
Ытти çĕнĕлĕхсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов каласа кăтартнă: «Уявсем ирттерекен лапам палăрмаллах улшăннă. Кивĕ конструкци тытăмĕсене пăсса тата лапама ятарлă техникăпа пысăклатса брусчатка хунă, çутă юписем вырнаçтарнă, çĕнĕрен асфальт сарнă. Чаплă сцена, илемлĕ те канма меллĕ саксем, çÿп-çап савăчĕсем вырнаçтарнă. Фонтан ĕçлет, «Я люблю Янтиково» стела районăн уйрăм палли пулса тăрать. Клуб территорине пырса кĕнĕ çĕрте автомашинăсем лартмалли çĕнĕ вырăнсем тунă. Реклама валли икĕ билборд вырнаçтарнă. Енĕш Нăрвашри культура çуртне юсанă. 1837 çулта Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев уçнă шкула та юсарĕç. Федераци хыснинчен уйăрнă 7097 пин тенкĕ укçапа реставраци ĕçĕсене вăхăтра пурнăçларĕç Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕнче.
Юлашки çулсенче тунă Çĕнçырмапа Чутей ялĕсенчи клубсем çынсене лайăх тивĕçтереççĕ. Асăннă программăпа Çĕнĕ Ишпуçпе Нÿшкасси ялĕсенче те çĕнĕ культура çурчĕсем хăпартмалла.
Тăвай енри çынсене пурĕ 25 культура çурчĕ, 18 библиотека, 2 музей тивĕçтерет. «Культура» наци проекчĕн «Культура хутлăхĕ», «Творчество çыннисем», «Цифрăллă культура» регион проекчĕсем районта вăй илсе пыраççĕ.
Пĕлтĕр культура учрежденийĕсене тĕп юсав тума 22533,5 пин тенкĕ янă, çав шутра Тăвайри культура çуртне юсама - 12215,9 пин тенкĕ, 4737,8 пин тенкĕлĕх оборудованипе тивĕçтернĕ.
Кăçал район центрĕнчи культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем шалта тăваççĕ. Çакна валли 21,8 миллион тенкĕ уйăрнă федераллă бюджетран.
Паянхи куна унта ĕçсем план-графикпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе залри, фойери, ĕç пÿлĕмĕсенчи, сцена çинчи мачча, урай, стенасене сÿтсе ĕç фрончĕ хатĕрленĕ. Ăшăпа, электроэнергипе тивĕçтерекен системăсене çĕнетес ĕçсене вĕçленĕ. Шывпа тивĕçтерекен, канализаци системисене йĕркене кĕртмелле, пÿлĕмсене капăрлатмалла. Хальхи вăхăтра вентиляци системине юсассипе тимлеççĕ строительсем. Унта «Атăлçи суту-илÿ-пе строительство компанийĕ» общество рабочийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсемпе 7680011 тенкĕлĕх контракт тунă.
Культура çуртне шалтан илемлетессипе, алăксем лартассипе, пушар сигнализацийĕ лартассипе утă уйăхĕнче электронлă аукцион ирттереççĕ. Çурта тĕпрен юсас ĕçсене кăçал чÿк уйăхĕнче вĕçлемелле.
«Чăваш Ен «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртсе регион культурине аталантарать. Кăçал республикăра 6 искусство шкулне, Тăвайри культура çуртне юсаççĕ. Çĕнетнĕ клубра хореографи класне уçма планлаççĕ. Район ертÿçисемпе калаçнă чухне кадр ыйтăвне те çĕклерĕмĕр. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлекен культура институчĕсемпе çыхăнса районта ĕçе вырнаçма пулăшас пирки калаçмалла»,-тенĕ ĕçлĕ çулçÿреве пĕтĕмлетсе культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: культура министрĕ С.Каликова Тăвай енре.