1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 июля 2021 г. 9:52

Чиртен хÿтĕлет

Нумаях пулмасть республикăра вакцинаципе çыхăннă ыйтусене хуравлама «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿ министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, «Хула тĕп больници» сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Владимир Степанов республикăри коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çивĕч, анчах та стабильлĕ тесе хакланă. Халăха çак чиртен сыхласа хăвармалли пĕртен-пĕр меслет вакцинаци пулса тăнине палăртнă вăл.

Ыйтусене хуравланă май, Татьяна Маркелова прививка тунă хыççăн вăй хурса ĕçлемелле марри, лайăх апатланмалли çинчен, кĕлетке температури 38 градусран ытла хăпармасан, ăна эмелпе антармалла маррине каланă. Прививка тăвиччен сахалтан та виçĕ кун тата ун хыççăн та çавăн чухлĕ кунах эрех-сăра ĕçмелле маррине палăртнă экспертсем. Çавăн пекех вакцинаци çынна чирлеттерме пултарайманнине, мĕншĕн тесен вакцинăсенче чĕрĕ вирус çуккине каласа хăварнă.

«Тÿрĕ линире» вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе Мускавра прививка тунă пулсан, иккĕмĕшĕпе Чăваш Енре тума май пуррине те ăнлантарнă. Хальхи вăхăтра Раççейре тăватă вакцина регистрациленĕ. Çынна хăш вакцинăпа прививка тăвассине вара тĕрĕслев хыççăн унăн врачĕ йышăнма тивĕç. Вакцинаци тунă хыççăнхи реакци ытларах чухне çамрăкрах çынсен пулма пултарассине каланă.

Вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе те, иккĕмĕшĕпе те прививка тунă хыççăн асăрханмалла, мĕншĕн тесен çыннăн коронавируса хирĕç кĕрешме май паракан хÿтлĕх иккĕмĕш прививка хыççăн икĕ-виçĕ эрнерен кăна туллин йĕркеленет. Çакна палăртнă май, Татьяна Маркелова прививка тапхăрĕ пынă чухне те çынсем йышлă пулакан вырăнсенче маска тăхăнмаллине, социаллă дистанци тытмаллине тата алăсене супăньпе çумаллине асăрхаттарнă.

Интернет уçлăхĕнче ачасене шкула кайиччен прививка тăваççĕ тени — суя информаци. «Ăна ĕненме кирлĕ мар», — татса каланă Алла Салаева.

Паянхи кун тĕлне районта ковидпа 445 çын чирленине шута илнĕ. Стационарта 12 çын, амбулатори мелĕпе 13 çын сипленеççĕ, контактра пулнисем 28 çын. Юлашки эрнере вакцинациленекенсен хисепĕ ÿснине палăртмалла. Районта 2494 çын вакцинацин пĕрремĕш компоненчĕпе укол тутарнă, 1612 çын прививкăн тулли курсне вĕçленĕ.

В.ПАВЛОВА, Тушкилти врач амбулаторийĕнчи медсестра

Медицина ĕçченĕ пулнă май кунĕпех çын хушшинче пулма тивет. Ун пек чухне усал амак çакланасран пăрăнсах иртеймĕн. Çывăх çынсем те хуларан килмесĕр тăмаççĕ, мăнук та пур. Çавсене шута илсе хама та, ыттисене те чир лекесрен хÿтĕлесе «Спутник V» препаратпа прививка тутартăм. Йĕркеллех ирттертĕм çав тапхăра. Ялта коронавируспа чирленĕ çынсенчен усал амакран йывăррăн тухкалани те çав утăма тума хистемелле пек ыттисене. Чир аса илтерсех тăнине, сывлама йывăррине калаççĕ хăш-пĕрисем. Хăшĕсем тĕрлĕ сас-хурана ĕненсе прививка тутарма тăхтаса тăраççĕ.Тăхтаса тăмасăр прививка тутарни хăрушă инфекци лекесрен сыхланма, чирлес пулсан çăмăлтарах ирттерме пулăшĕ. Халĕ прививка тăвассине ансатлатнă. Ялсенче пурăнакансен район центрне кайса çÿреме, МФЦ урлă черете тăма кирлĕ мар. Тăвай больницинчен ятарлă бригада вырăна килсе прививка тăвассине йĕркеленĕ. Ялти медицина ĕçченĕсемпе кăна калаçмалла ку ыйтупа. Врач ирĕк парсан вакцинацилеççĕ.

Эпир кулленех çынсемпе вакцинаци ыйтăвне хускататпăр, вăл паянхи куна чиртен упранмалли пĕртен пĕр мел пулнине вĕсем патне çитерме тăрăшатпăр. Паянхи куна пирĕн ялта 185 çын прививка тутарнă.

Поделиться:
Распечатать