1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 июля 2021 г. 9:37

Фермерăн тырă уйĕнче

Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 1023 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене çапса илнĕ, йĕтемсене 1960 тонна çĕнĕ тырă кĕнĕ. Пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 19,2 центнерпа танлашать.

Çĕнçырмари В.В.Николаев фермер та 78 гектар çинчи кĕрхи тулла çапса илнĕ иртнĕ кунсенче. Çул хĕрринче пулнă май, пăхмах тикĕс те хÿхĕм курăнатчĕ асăннă тырă уйĕ, пысăк тухăç парасса шантаратчĕ, куçа илĕртетчĕ. Йăнăшман иккен, кĕрхи туллăн кашни гектарĕ вăтамран вăтăр ултă центнер паха тырă парса савăнтарнă фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене.

Тухăçлă çитĕннĕ тырра Агрос 595 комбайнпа Вениамин Николаев çапса илнĕ. Вăл Вячеслав Владимировичăн ывăлĕ. Çамрăклах çĕрĕçĕнче пиçĕхсе ÿснĕ. Ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ, ученăй-агронома вĕренсе тухнă, хăй те фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Николаевсен кĕр тыррисĕр пуçне 312 гектар çурхи тулă, пурĕ пĕрле 260 гектар урпа пухса кĕртмелле. Вăрлăхлăх люцерна та пур. Утăлăх та çулса пухнă пĕр пайне. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса 150 гектар çĕр хатĕрленĕ кĕр тыррисем акма

Поделиться:
Распечатать