1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
30 июля 2021 г. 22:31

Вĕрентÿ организацийĕсене тĕрĕслеççĕ

Районта шкулсене кăçалхи вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланă.

Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пыракан комисси Чутейри, Тĕмерти, Мучарти, Тăвайри шкулсене, район центрĕнчи «Радуга», пĕрремĕшпе иккĕмĕш номерсемлĕ шкулчченхи учрежденисене çитсе курнă, юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.

Канализаци, шывпа тата ăшăпа тивĕçтерекен системăсем, пушарпа терроризм хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем мĕнле ĕçленипе интересленнĕ, сĕтел-пукан ачасен ÿсĕмĕпе килĕшÿллĕ пулнине тĕпченĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлекен блоксене оборудованисемпе, классене сĕтел-пуканпа епле тивĕçтернине, пушар сигнализацийĕсене тата ыттине тĕрĕсленĕ.

Паянхи куна районти тăватă шкула, шкулчченхи икĕ учрежденине хатĕр тесе йышăннă. Ку ĕç малалла пырать.

Поделиться:
Распечатать