1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
4 июля 2021 г. 16:42

Чи лайăх вунă предприяти йышĕнче

Йăлана кĕнĕ тăрăх, июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунне уявланă чухне, 2020 çулхи ĕç итогĕсемпе «Агро-100» клуба кĕме тивĕçлĕ пулнă Чăваш Енри чи ла-йăх ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсене чаплă лару-тăрура чысланă. Малтанхи чи лайăх вунă предприяти йышне кĕнисене Кубокпа тата Клуб дипломĕсемпе хавхалантарнă.

«Предприятисен тĕллевĕ - ĕçре мĕнпур майсемпе пĕлсе усă курасси. Отрасльти малта пыракан предприятисен тĕслĕхĕ техника тĕлĕшĕнчен вĕçĕм çĕнелсе тата инвестицисем хывассине ÿс-

терсе пыма кирлине çирĕплетсе парать. «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ предприятисем ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерсе пыраççĕ, социаллă тивĕçе те манмаççĕ - çынсене ĕçпе тивĕçтереççĕ. Тавах Сире хастар ĕçшĕн тата ÿлĕмрен те хăвăрăн малти позицисене упраса хăварма ырă сунатăп»,-тенĕ Сергей Артамонов.

Рейтинга туса хатĕрлеме ял хуçалăх организацийĕсен 2020 çулхи çулталăк отчечĕсем информаци никĕсĕ пулса тăнă.

Пирĕн районти «Акконд-агро фирма» АО тата «Дружба» ЯХПК та «Агро-100» клуб рейтингĕ валли хăйсен çулталăкри отчечĕсене тăратнă.

«Акконд-агро фирма» АО кăтартăвĕ-сем асăннă ял хуçалăх предприятине Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн 10 топ организацийĕ йышне кĕме май панă. Диплом панă май, Сергей Артамонов предприяти директорне Николай Фомина кăçал тата пысăкрах кăтартусем тума ырă суннă.

Николай Витальевич каланă тăрăх, «Акконд-агро фирма» АО «Агро-100» клуб рейтингĕшĕн ĕçлемест, анчах чи лайăх вунă предприяти шутне кĕни - ĕçлекенсемшĕн кăмăллă бонус. Юлашки çулсенче акционерлă обществăра кашни ĕнерен сĕт суса илессине ÿстерессипе, кĕтĕве лайăхлатассипе, ял хуçалăх культурисен тухăçне тата рентабеллĕх-не хăпартассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. «Акконд-агро фирма» АО Чăваш Енри тата унăн тулашĕнчи малта пыракан хуçалăхсен опытне вĕçĕм тишкерет, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртет, çĕнĕ ял хуçалăх техники туянать. Предприяти хăйĕн кăтартăвĕсене малашне те лайăх-

латса пырĕ»,-тенĕ Николай Фомин.

«Дружба» ЯХПК хăйĕн кăтартăвĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен рейтингĕн-че 40-мĕш вырăн йышăннă.

И.ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать