1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
4 июля 2021 г. 16:46

«Эпĕ - хĕрарăм» конкурсанчĕсене чысланă

Республика кунĕнче «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унăн страниципе порталта 380 пин çын паллашнă, 51 пинĕшĕ сасăланă конкурсантсемшĕн.

«Ял хуçалăхĕ» номинацире Анна Рожкова чи нумай сасă пухса мала тухнă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче - Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина тата Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» кооператив ертÿçи Надежда Концова. Бизнесра тăрăшакан хĕрарăмсен хушшинче Раççей ял хуçалăх банкĕн регионри уйрăмĕн Улатăрти хушма офисĕн ертÿçи Анна Горбунова чи нумай сасă пухнă. «Муркаш-çăкăр» ертÿçи Надежда Трихалкина - иккĕмĕш, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова виççĕмĕш вырăнсенче. Социаллă тытăмра тăрăшакансен хушшинче Шупашкарти 7-мĕш ача садĕнче ĕçлекен Наталья Спиридонова, Патăрьел районĕн больницин тухтăрĕ Фирия Хафизова, Шупашкарти 6-мĕш ача сачĕн шеф-поварĕ Анастасия Гусева, 165-мĕш садикри кĕçĕн воспитатель Светлана Егорова, Çĕнĕ Шупашкарти историпе музей комплексĕн радиожурналисчĕ Елена Лаврентьева мала тухнă. Тупăшăва 351 хĕр-хĕрарăм хутшăннă, вĕсен хушшинче пирĕн районти хĕрарăмсем те - Татьяна Юркина ?Чутей%, Светлана Михайлова ?Енĕш Нăрваш%, Наталия Федорова ?Тăвай%, Марина Петрова ?ЦСОН%, Екатерина Николаева ?«Акконд-агро фирма» общество%, Людмила Шуйкова ?Кармал% пуçаруллă пулнă. Асăннă конкурса хутшăннисем, çав шутра Тăвай ен делегацийĕ те уявпа кăмăллă юлнă. Конкурса çÿллĕ шайра ирттерессишĕн пĕрлĕх ертÿçи, йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Наталья Николаева нумай тăрăшнă. Иртнĕ тунтикун вара район администрацийĕн пысăк залĕнче республикăри «Эпĕ - хĕрарăм» пĕрремĕш конкурсне хутшăннисене ?сăн ÿкерчĕкре% чысланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов пурнăçра активлă позици йышăнакан хĕрарăмсене тав тунă награда панă май

Поделиться:
Распечатать