1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 16 Октябрь 2021 г.
4 июля 2021 г. 14:27

Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсене чысланă

Савăнăҫлă лару-тăрăва республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Хисепе тивĕҫнисем - ăслăлăхпа техника, производство, вĕрентӳ, воспитани, çамрăксен политикин тытмĕсенче, журналистикăра, сывлăх сыхлавĕнче, спортра ӳсĕм тунисем.

«Чăваш Ен пуласлăхĕ ҫине ҫамрăксен пысăк ҫитĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ.  Пирĕн республикăпа ҫĕршыв аталанăвне вĕсем  пысăк тӳпе хывни те куҫ кĕретех.  Эпир сирĕн ĕҫ-хĕле кулленех сăнаса тăратпăр.  Енчен те вара, ҫитĕнӳсем тăватăр пулсан, эпир тата та мăнаҫланатпăр», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Ҫамрăксен  пуҫаруллă проекчĕсем общество аталанăвне ҫĕнĕ вăй-хăват кӳнине те асăннă Олег Николаев.  Уйрăмах COVID-19 чирпе аптранă вăхăтра халăха пулăшу памалли ҫĕнĕ проект пирки чарăнса тăнă вăл.  Пĕлтĕр волонтерсем граждансенчен 30 пин ытла шăнкăрав йышăннă, вĕсене туххăмрах пулăшу пама пикеннĕ. Шăнкăравсем тĕрлĕрен пулнă, ҫамрăксем пурне те май килнĕ таран тивĕҫтерме тăрăшнă.  Апат-ҫимĕҫ таварĕсене ватăсемпе, вăраха кайса чирлекенсем патне вĕсем илсе ҫитернĕ, пурнăҫра чи кирлĕ эмельсемпе те ҫынсене тивĕҫтернĕ.  Кун пек тĕслĕхсем пĕрре анчах та мар.   «Усал амак чирĕ пирĕн пурнăҫа вирхĕнсе кĕнĕ чухне, йывăрлăха лекнĕ халăха вĕсем кулленех май килнĕ таран пулăшупа тивĕҫтерме пикеннĕ.  Паллă, чăваш сăнарĕ тухса тăрать пирĕн ума. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем пĕрле килĕштерсе пурăннă, йывăр чухне пулăшма тăнă.  Малашне те ҫапла пурăнмалла пултăрччĕ, туслă пулсан, ĕҫ те кал-кал каять, чир-чĕре те парăнтарма лайăхрах пулĕ.  Ăнсăртран мар пулĕ, кăҫалхи ҫула республика кунне «Ниме» девизпа йĕркелесе ирттерме йышăннă. Асăннă мероприятисенче уйрăмах ҫак палăртнă ăнлава тĕпе хунă. Премие тивĕçнĕ проектсем хальхи общество пурнăçĕн енĕсене кăтартаççĕ. Пĕлтĕр пандеми пуçлансан çамрăксем айккинче юлмарĕç. Йышпа пухăнса вăй хурасси чăваш халăхĕшĕн нихăçан та ют пулман», - тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 

«Среди крыш» ятлă ток-шоу онлайн мелĕпе иртет. Унта ҫамрăксене ăнланмалла чĕлхепе пĕр-пĕринпе пӳплеҫҫĕ, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама тăрăшаҫҫĕ. Проекта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студент пуҫарса янă. Чăваш Республикин ҫитĕнĕвĕсем пирки кăларăма хăй регион Ертӳҫи хутшăнма кăмăл тунă, сюжета вăл пысăка хурса хакланă.

 И.Н.Ульянова ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем пуçарнă «Среди крыш» проект чĕрĕ, кăсăклă, çамрăксемшĕн усăллă пулнине каланă Пуҫлăх.

Йĕпреҫ тăрăхĕнче те ăста та пултаруллă ҫамрăксем сахал мар. Ҫамрăксене культура вучахне явăҫтарассипе йышăннă проект Патшалăх премине тивĕҫлĕ пулнă. Кĕлĕмкассинчи Культура ҫуртĕнче ĕҫлекен Мария Петрова проекчĕ тĕслĕхре.  Ялта пурăнакансен кану тапхăрне хăйне евĕр кăсăклă ирттерме  ҫырнă вăл проектра, тĕрлĕ ҫулти ҫынсене валли уйрăмшаррăн –уйрăмшаррăн мероприятисем ирттерме пăхса хăварнă. 

«Эпĕ сахал мар муниципалитетсенче пулатăп. Час-часах халăхпа тĕл пулнă самантра вĕсем клубсем каҫ кӳлĕм хупă тăнине пĕлтереҫҫĕ. Кун пек пулмалла мар паллах. Ҫĕнĕ клубсенче халăх валли пултарулăха ӳстерме условисем сахал мар. Ҫавăнпа та Чăваш Республикин Культура министерстви хушма мерăсем пăхса хăварнă. Культура ҫурчĕсене вырăнти халăха явăҫтарас тесе кăсăклă мероприятисем, ĕҫ вăхăтне улшăнусем кĕртме те хирĕҫ пулман. Ҫак ĕҫсене пĕтĕмпех республика Пуҫлăхĕн хушăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ.    Эпир ялта пурăнакансене хисеплетпĕр, вĕсен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пытăр тесе тăрăшатпăр», - тесе каланă Олег Николаев. 

Пĕтĕмпе Чăваш Республикин Ҫамрăксен  патшалăх премийĕсене  тивĕҫес тесе ҫамрăк яш-кĕрĕм 33 ĕҫ хатĕрленĕ,  пурĕ вара 30 ҫамрăка премине парса хавхалантарнă.  

Палăртса хăваратпăр, ҫакăн евĕр мероприятисене, 1996 ҫултанпа регионта йĕркелесе ирттереҫҫĕ.  2017 ҫулта сакăр ҫамрăк тивĕҫнĕ пулсан, ҫултан ҫул вĕсен йышĕ ӳссех  пынă. Паянхи куна илес пулсан, республикăра пурăнакан 200 ҫамрăка патшалăх премине парса чысланă.

 

 

Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики
Поделиться:
Распечатать