1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
9 июля 2021 г. 20:25

Ачасене - пахалăхлă вĕри апат

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:

—Эпир кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен ачисем» йыша кĕрекен 11800 ачана пĕрешкел стандартпа тата пĕрешкел менюпа вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелесе тивĕçлĕ йышăну турăмăр. Çак тĕллевпе эпир кăçал валли 100 проценчĕпех çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăратпăр.

Çитес çул вара ку ыйтăва софинансировани принципĕпе йĕркелетпĕр. Финанс министерстви ку принципа туса хатĕрлесе вăхăтра çитерĕ. Çапах та укçа-тенкĕн пысăк пайне республика бюджетĕнченех уйăрĕç. Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене тата çемьесене пулăшасси, тулли пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелесси. Эпир халĕ шăпах çемьесене пулăшасси çинчен Указ хатĕрлерĕмĕр. Ăна çемье, юрату тата шанчăклăх кунне алă пусса çирĕплетме палăртнă.

Ачасем «ирхи апат» тата «кăнтăрлахи апат» стандартсемпе килĕшÿллĕн тулли пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтерессине те унта кĕртессе

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн — вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн Алла Салаеван информацийĕ тăрăх, республика территорийĕнче нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчен 11800 ача шутланать, вĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче 5—11 классенче вĕренеççĕ. Вĕсене апат çитерме тухакан тăкаксене муниципалитетсен бюджечĕн укçи-тенкипе саплаштараççĕ.

«Пĕр кунхи апат хакĕ вăтамран 81,55 тенкĕпе танлашать. Пĕрлехи суммăна çирĕплетни кирлĕ: 2021 çул валли — 75 млн тенкĕ, 2022 çул валли малтанлăха палăртнă сумма 169 млн тенкĕ. Паян çак полномочисене муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ. Пур муниципалитетсен те бюджечĕсем расна, çакăнпа килĕшÿллĕн, укçа-тенкĕ уйăрасси те тĕрлĕ-рен»,—палăртнă вице-премьер.

Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕн Владимр Путинăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр Чăваш Енре кĕçĕн классенче вĕренекенсене пурне те вĕри апатпа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвне пурнăçласа республикăри шкулсемпе ача сачĕсенчи пур пищеблокра та оборудование çĕнетнĕ, çак тĕллевпе 350 млн тенкĕ ытла тăкакланă.

О.ЛОМОНОСОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ:

—Пĕлтĕр пуçламăш классенче вĕренекенсене пурне те кунне пĕр хутчен — кăнтăрлахи апатпа тÿ-левсĕр тивĕçтернĕ. 1—4 классенче вĕренекенсене куллен тÿлевсĕр апатлантарни чи малтанах ачасен сывлăхĕпе аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, вĕсене çирĕп сывлăхлă та ăслă-тăнлă çитĕнме май парать. Çав вăхăтрах ку çăмăллăх ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк пулăшу. Шкул столовăйĕнчи апатлану валли пĕр ача пуçне 52 тенкĕ те 36 пус уйăрнă.

Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен ачисене те, 5—11 классенче вĕренекенсене, шкулсен столовăйĕсенче тÿлевсĕр апатлантарма тытăнатпăр. Вĕсем йышĕпе мĕнпур вĕренекенсен виççĕмĕш пайĕ чухлĕ. Çакна валли бюджетран çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пирĕн тĕллев — ачасене тата çемьесене тивĕçлĕ пулăшу парасси, ачасене лайăх пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтересси пулса тăрать. Пĕр апат хакĕ вăтамран 81 тенкĕ те 55 пуспа танлашĕ.

Поделиться:
Распечатать