1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
10 августа 2021 г. 18:19

Вырăна тухса интересленнĕ

COVID-19 инфекци чирĕнчен вакцинаци тăвассине мĕнле йĕркеленипе вырăна тухса интересленнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Организаципе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕпе Григорий Кукловпа пĕрле Сăхăтпуçĕнчи ФАПа çитсе курнă. Медицина ĕçченĕсемпе, прививка тутарма килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Чире хирĕç кĕрешессине лайăхлатассипе куллен ĕçлеççĕ пулин те, районта прививка тутармалли майсемпе туллин усă кураççĕ теме çук-ха.

- Ку ĕçе тăтăшах контрольте тытмалла. ФАПа килнĕ кашни çынна ку енĕпе тивĕçтерме тăрăшмалла,- тенĕ Владимир Борисович.

Сăхăтпуçĕнчи çĕнĕ ФАПа кĕçех туса пĕтереççĕ. Çынсем лайăх условисенче медицина пулăшăвĕ илме пуçлĕç. Хальлĕхе вара вырăна тухса вакцина тăвакансем кивĕ ФАПра ĕçлеççĕ.

Г.ПЕТРОВ

Поделиться:
Распечатать