1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
13 августа 2021 г. 20:18

Центр машинипе — прививка тутарма

Хальхи вăхăтра, пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци тăвасси питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çакна шута илсе, эпир халăха социаллă пулăшу паракан центр автотранспорчĕ-пех 60 çул тултарнă тата унтан аслăрах çынсене вакцинаци пунктне илсе пырассине тата каялла леçессине йĕркелерĕмĕр. Центрти специалистсем кулленех районти ялсене тухса çÿреççĕ, 60 çултан аслăрах çынсене вакцинаци тума кирли çинчен ăнлантарса параççĕ. Районта 60 тултарнă тата унтан аслăрах 3628 çын пурăнать пулсан, 2154-шĕ-пе курса калаçнă ĕнтĕ. Коронавирусран вакцинаци тутарма кăмăл тăвакансен списокне районти тĕп больницăна çитернĕ.

«Эпĕ хам 2020 çулхи çуркунне асăннă чирпе чирлерĕм, вăл мĕнле амак иккенне пĕлетĕп. Манăн та, ытти çынсем пекех, йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнас, çывăх çынсемпе хутшăнас килет, çав вăхăтрах чирлес те марччĕ. Çавăнпа эпĕ коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци тутарма шутларăм та»,— терĕ, сăмахран, районти ветерансен канашĕн председателĕ Римма Антоновна Гурина.

«Эпир прививка тутарма çырăннăччĕ те тепĕр куннех машинăпа больницăна илсе çитерчĕç. Тавтапуçах»,— кăмăллă юлчĕ çакăн пек йĕркеленипе Чÿкçырми ялĕнчи ватă.

Автотранспортпа пулăшнипе инçетри ялсенче пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем те прививкăсем тутарма пултарчĕç. Ыттисем те çак çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.

М.ПЕТРОВА,Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи.

А.СТЕПАНОВ, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ:

Районта коронавирусран сыхланса прививка тăвасси малалла пырать. Августăн 11-мĕшĕ тĕлне çак хăрушă инфекципе 510 çын чирленĕ, эрне пуçламăшĕнче кăна вĕсен хисепĕ 489-ччĕ. Темиçе кун хушшинче 21 çынна çак амак ернĕ. Хальхи вăхăтра 13 çын стационарсенче, 26 çын амбулатори мелĕпе килĕсенче сипленет. Чирлисемпе хутшăннисем — 35 çын. Куратпăр, районта чирлисен йышĕ тăрук ÿссе кайнă. Коронавируса медицина пулăшăвĕсĕр ирттерме çук. Вакцинацие ахальтен шухăшласа кăларман. Ĕлĕк те ерекен тĕрлĕ чире пула çынсен пурнăçĕ татăлнă, вĕсемпе кĕрешсе прививка тума тытăннă. Паянхи куна районта 2821 çын (40,1 процент) прививкăн пĕрремĕш компоненчĕпе укол тутарнă, 2328 çын пĕтĕм курса вĕçленĕ.

Вăхăтра прививка тутарни хамăра та, ытти çынсен сывлăхне те чиртен хÿтĕленме пулăшĕ.

Поделиться:
Распечатать