1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
13 августа 2021 г. 19:04

Пĕлÿ кунĕччен юсаса пĕтермелле

Пирĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама 2021 çулта 45,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Тушкилти шкулта пĕлтĕрех юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Кăçал вара унта вĕренÿ класĕсенче, ытти пÿлĕмсемпе коридорсенче капăрлату ĕçĕсем тумалла, ăшă системине, пушар сигнализацине улăштармалла, фасада илемлетмелле. «СВГ» общество 18874074,70 тенкĕлĕх ĕçсем тума килĕшнĕ.

Кăçалхи тĕпрен юсакан объектсенчен чи пысăкки ку. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тушкилти шкул çуртне юсассине çирĕп контрольте тытать. Вĕренÿ çулĕ пуçланасси те нумаях юлмарĕ, пĕр уйăхран та катăлчĕ. Çак кунсенче вăл унти ĕçсемпе тепĕр хут интересленнĕ. Шкулта стенасене штукатурка тунă, шпаклевкăланă. Ăшă системине йĕркелессипе ĕçлеççĕ, урайне çĕнетеççĕ, электромонтаж ĕçĕсене тăваççĕ, çурт фасадне илемлетеççĕ. Шел пулин те хăш-пĕр ĕçсене графикпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пĕтереймен-ха, тума пуçламан ĕçсем те пур.

Иртнĕ эрнере вара район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов хăйĕн заместителĕпе, вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе О.Ломоносовпа, «Пĕрлехи заказчикĕн республикăри служби» ЧР КУ пай начальникĕпе Н.Сорокинпа, Чăваш Ен вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕпе Д.Афанасьевпа, «СВГ» ООО подряд организацийĕн представителĕсемпе тепĕр хут Тушкилти шкулта тĕрĕслевре пулнă.

«50 процент е ытларах процент чухлĕ кивелнĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă организацисене тĕпрен юсасси çинчен» программăпа кунта 17,874 млн тенкĕлĕх контракт тунă.

Паянхи куна шкулти юсав ĕçĕсен 40 ытла процентне кăна пурнăçа кĕртнĕ, ĕçсене пурнăçламалли срок графикпе пăхнинчен икĕ эрне чухлĕ юлса пырать. Çавна май çак çитменлĕхе пĕтерме «çул картти» тунă. Йышăннă мерăсем тĕпрен тăвакан юсава çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вĕçлеме май памалла.

Тушкилти «Ÿсĕм лапамĕ» центра технологи, информатика, ОБЖ предмечĕ-сем валли çĕнĕ йышши технологипе усă курма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех робот техники, медиапултарулăх, шахмат тата ытти енĕпе тарăн пĕлÿ илме майсем ытларах халь. Шкул çĕнĕ сĕтел-пуканпа, паянхи çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Ку чухнехи технологисен йышĕнче — 3D принтер, виртуаллă куçлăхсем, хальхи йышши цифра фотоаппарачĕ, робот техникипе вĕренмелли оборудовани, квадракоптерсем. Кабинетсене ноутбуксемпе, принтерпа, технологи урокĕсен занятийĕсенче усă курма çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрсемпе тата ыттипе тивĕçтернĕ. Центрта халĕ информатика, технологи, ОБЖ предмечĕсемпе уроксене çĕнĕлле ирттереççĕ.

«Паянхи вĕренекенĕн технологири çĕнĕ улшăнусенчен юлмалла мар, çаксене шута илсе йĕркелетпĕр вĕрентÿ процесне. Ашшĕ-амăшĕсем те ачисене малалла вĕренме, пĕлĕве тарăнлатма условисем туса панипе кăмăллă.

Центр пулăшнипе шкул ачисен пĕлĕвне тарăнлатма, малалла талпăнма çĕнĕ майсем уçăлаççĕ, вĕсем кăмăлне тивĕçтерекен профессие çирĕппĕн палăртма пултараççĕ»,— тет Тушкилти вăтам шкул директорĕн заместителĕ В.Петров.

«Паянхи шкул» регионти проектпа яллă вырăнсемпе пĕчĕк хуласенче цифра тата гуманитари профильлĕ «Ÿсĕм лапамĕ» центрсем уçассипе виççĕмĕш çул ĕçлеççĕ. 2019 çулта республикăра — 40 шкулта, çав шутра Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тимленĕ ку енĕпе. 2020 çулта республикăри 42 шкулта уçăлнă центрсем, пирĕн районта — Тушкилти шкулта. Кăçал та ĕçлеççĕ центрсем йĕркелессипе вĕрентÿ организацийĕсенче.

Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕн ĕçне районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Елена Семеновна Емельянова ăнăçлă йĕркелесе пырать. Ялти шкулта вĕренмелли условисем лайăхланса пыччăр тесе ларма-тăма пĕлмесĕр тимлеççĕ кунта.

Поделиться:
Распечатать