1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
13 августа 2021 г. 20:35

Шкулсене — модульлĕ котельнăйсем

Чăваш Енри шкулсене энергоэффективлă модульлĕ котельнăйсемпе тивĕçтерес пирки пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Йĕпреç районĕнчи Эйпуç ялĕнчи шкулта пулнă чухне.

«Халĕ ăшăпа тивĕçтерекен системăсем — 20-мĕш ĕмĕрте туса хатĕрленĕ котельнăйсем. Вĕсем тухăçсăр кăна мар, час-часах тăкаклă та. Вĕсене перекетлисемпе улăштарма тухакан тăкаксем икĕ-виçĕ çултах саплашăнаççĕ, çавăнпа тухăçлă тата перекетлĕ технологисемпе усă курмалла»,— тенĕ Олег Николаев.

Вăл, централизациленĕ майпа ĕçлесен, шкулсен ăшă системине пĕр-икĕ çултах çĕнетсе çитерме пулассине каланă, модульлĕ пĕр котельнăй вăтамран 3 млн тенке яхăн тăрать, тенĕ.

Поделиться:
Распечатать