1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
13 августа 2021 г. 19:29

Социаллă объектсенче пулнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин ĕçлĕ çул çÿревпе Енĕш Нăрваш тата Тăрмăш ял тăрăхĕсенче пулчĕ.

Тăрмăшри вырăна тухса ирттернĕ ларăва «Единая Россия» партин регионти обществăлла приемнăй ертÿçин заместителĕ Леонид Пронин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тата унăн заместителĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаевапа шкул директорĕ Светлана Николаева хутшăннă.

Асăннă ялти шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланса пĕтĕмлетÿсем тунă вĕсем.

Хăнасен тепĕр маршручĕ — Енĕш Нăрваш ялĕ. Паянхи кун кунта резина никĕслĕ спорт лапамĕ тăвассипе, культура çурчĕ, историпе мемориал музейĕпе шкул умĕсенче тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ.

— Тăвай районне социаллă объектсене çĕнетме пысăк сумма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çавăнпа объектсене тĕпрен юсассине тата тăвассине влаç органĕсен çирĕп тимлĕхпе контрольте тытмалла,— палăртнă Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ

Поделиться:
Распечатать