1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
16 августа 2021 г. 8:20

Юрлатăр чун, ан ватăлтăр чĕре

Кăçал 55 çул çитрĕ 11 «а» тата 11 «б» классенче вĕренекенсем 1966 çулта Тĕмерти вăтам шкулпа сывпуллашни. Тĕрлĕ професси суйласа илсе пурнăç çулĕпе утрăмăр: педагогсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, медицина сестри, химиксем, бухгалтерсем, инженерсем, строитель... Кашни хăйĕн ĕçĕнче тава тивĕçлĕ специалист пулса тăнă. Пурте «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ.

Василий Иванович Табаков - философи наукисен докторĕ, доцент, профессор, 60 ытла ăслăлăх ĕçĕсен авторĕ.

Иван Николаевич Федоров - вăрман промышленноçĕн технологĕ. Нумай чыслав паллисемпе хакланă унăн ĕçне- хĕлне: «За сбережение и приумножение лесных богатств России», «Х лет службы в Государственной лесной охране», «ХХ лет службы в Государственной лесной охране», «Заслуженный лесовод Чувашской Республики». Владимир Иванович Роштов «Победитель соцсоревнования 9-й пятилетки», Валентина Ефремовна Волкова «Ударник 10-й пятилетки», Зоя Ивановна Пуршева «Отличник народного просвещения» паллăсене, Юлия Петровна Федорова «Чи лайăх тĕрĕçĕ» диплома тивĕçнĕ. Ыттисен ĕçĕсене те нумай грамотăпа, мухтав хучĕпе хакланă.

50 çул çитнине паллă тума тăван шкула пуçтарăнсан тепĕр 5 çултан кунтах тĕл пулма тĕллев лартнăччĕ. Анчах коронавирус чирĕ «хура урипе» пÿлчĕ пирĕн çула.

Туслă пурăнтăмăр шкулта Тĕмер, Çĕнĕ Ишпуç, Чутей, Кармал, Вăтаяль, Мучар, Хучсан хĕрĕсемпе каччисем. Вăхăта хаваслă ирттереттĕмĕрччĕ, пĕр- пĕрин патне çуранах хăнана çÿ- реттĕмĕр. Шкулта çирĕпленнĕ туслăх халĕ те пире вăй-хăват парса тăрать, телефонпа шăнкăравласах тăратпăр, манмастпăр юлташсене.

Класс ертÿçи Ольга Трофимовна Ямщикова пулнăччĕ. 85 çул тултарчĕ сумлă ĕç ветеранĕ кăçал. Çутă ăс-тăнпа, çирĕп вăй-хăватпа утать вăл пурнăç çулĕпе. 40 çул унăн вĕрентÿри ĕç стажĕ. 1959 çулта педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтерсен 4 çул Тутар республикинче П.Хусанкай поэт çуралнă ялта математика учите- лĕнче вăй хунă. Тăван яла таврăнсан пенсие тухичченех ачасене математика, астрономи, черчени, информатика предмечĕсене вĕрентнĕ. Астрономи урокĕ пулнă кун каçхи пĕлĕте сăнама, çăлтăрсемпе паллаштарма клуб умне пуçтаратчĕ пире. Тĕлĕнмелле пулăмсем çинчен каласа кăтартатчĕ. Обществăлла ĕçсене те питĕ активлă хутшăнатчĕ. Вĕрентÿ министерстви, çут ĕç пайĕ, район администрацийĕ тĕрлĕ грамотăсемпе палăртнă унăн ĕçне. Эпир Ольга Трофимовнан вĕренеке- нĕсем, Валентина Волкова, Зина Матросова, Владимир Роштов, Римма Самсонова, Юлия Федорова, Мария Шерне тата ыттисем те, ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Сăн-питĕр яланах çутă кулăпа ялкăштăр, кашни кун телей-савăнăçпа тултăр, тетпĕр.

Шкулпа сывпуллашни 55 çул çитнĕ ятпа пĕрле вĕреннĕ юлташсене саламласа ырă кун-çул сунатпăр. Çулсем иртнишĕн ан кулянăр, пулсамăр сывлăхпа пуян, киленĕр тĕнче илемĕпе. Юрлатăр чун, ан ватăлтăр чĕре.

З.И.ЯЦЫКОВА,

И.Н.ФЕДОРОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: аллă çул çитнĕ ятпа тĕл пулăва хутшăннисем

(архивран).

Поделиться:
Распечатать