Районта Эль кÿллине пĕлмен çын çук пулĕ. Çутçанталăк пуянлăхĕ вырăнне йышăнса Хĕрлĕ кĕнекене те кĕртнĕ ăна. 1968 çултанпа пĕлетĕп çак илемлĕ вырăна. Вăрмар районĕнчи Чупай шкулĕнчен 8 тата 10 классенчен вĕренсе тухнисем, икĕ класс ачисем, компаспа вăрман витĕр килтĕмĕр. Ун чухне кÿлĕ сарлакаччĕ, хырĕсем çÿллех марччĕ. Çав çавра кÿлĕ хĕрринче шыва кĕнине, пулă тытса шÿрпе пĕçерсе çинине халĕ те аса илетĕп. Хама шăпа çак тăрăхпа çыхăнтарнишĕн нимĕн чухлĕ те ÿпкелешместĕп.
Паянхи сăмахăм Çĕнçырма енчен Эль кÿллине каякан кĕпер юрăхсăра тухни пирки пырать. Техникăпа çÿрейместчĕç унтан, касуласем те аякран çаврăнса каçатчĕç.
Ял тăрăхĕн депутачĕ, çак ялта пурăнакан Владимир Кабаков кĕпер япăхса пынипе чун ыратнăран çак ыйтупа вырăнти тата район администрацисене тухнă. Çакăн çинчен ял депутачĕпепе Андрей Павловпа, район Пухăвĕн депутачĕпе Семен Нилов староста, ялти хастарсемпе канашланă. Чи малтанах шыв пăрăхĕпе 4 бетон плита кирлĕ ăна юсаса ĕçе кĕртме. Материалсем кивĕ шыв башнине улăштарнă хыççăн юлнă-ха, вĕсемпе усă курма пулать. Юсав ĕçĕсене нимелле йĕркелесси çинчен калаçса татăлнă.
Ниме тенĕрен, мĕн ĕлĕкрен чăваш халăхĕ пысăк ĕçсене пĕрле пуçтарăнса тума тăрăшнă. Халĕ те сыхланса юлнă çак ырă йăла пирĕн тăрăхра. Хут ĕçĕсене татса панă хыççăн Çĕнçырмара пурăнакан Вячеслав Владимирович Николаев 4 бетон плитапа тата техникăпа тивĕçтернĕ. Владимир Павловпа Владимир Моисеев тата Николай Афанасьев хăйсен тракторĕсемпе ĕçлеме тухнă. Ыттисем те хутшăннă ырă ĕçе.
«Пĕччен сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать»,— тесе ахальтен каламан ватăсем. Кĕске хушăрах çÿлерех асăннă арçынсемпе пĕрле Семен Нилов, Евгений Соркин, Александр Соркин, Илья Нилов, Михаил Никитин, Юрий Яковлев, Глеб Никифоров, Евгений Емельянов, Виталий Сергеев, Сергей Васильев — пурĕ вун улттăн — пысăк ĕçе пуçăннă. Варрине пысăк тимĕр пăрăх, çиелтен 4 бетон плита хурса тата тăпрапа тикĕслесе тĕреклĕ те чăтăмлă кĕпер тума пултарнă вĕсем. Иртсе çÿреме те кăмăллă кунтан. Транспортпа каçса çÿреме те шанчăклă халĕ.
Тавтапуçах ĕçлекенсене, пулăшакансене çакăн пек нимелле ĕçлесе çивĕч ыйтăва татса пама пултарнăшăн. Ырă пуçарусене малалла та çул парасчĕ, авалхи лайăх йăлана манăçа кăларас марччĕ.
Ял çыннисем ыйтнипе М.СОРКИНА.