1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
27 августа 2021 г. 22:34

Сывлăх министрĕн заместителĕ пулнă

Юнкун, çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Тăвай енре ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пулнă.

местителĕ — организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Григорий Куклов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов ертсе пынипе хăна Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче вакцинаци процесне мĕнле йĕркеленипе паллашнă.

Палăртнă кун, графикпе килĕшÿл-лĕн, шăпах мобильлĕ пункт асăннă ялта ĕçленĕ. Паянхи куна Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче пурĕ 258 çын ку енĕпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă, çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 15 çын прививка тутарнă. Тĕлпулăва хутшăннисем палăртнă территорири ĕçсене йĕркелесе пыракан Анатолий Семенов хутшăннипе коронавирус инфекцийĕ сарăласси епле лару-тăрура пулнине сÿтсе явнă.

—Район администрацийĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, больницăн тĕп врачĕ, ФАПсен фельдшерĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Хăçан тата ăçта вакцинаци тума май пуррине пĕлтерсех тăратпăр кунсерен. Мобильлĕ пункт вырăнсене тухмалли графике çирĕплетнĕ,—тенĕ Григорий Петрович. Алексей Кизилов регионта вакцина çителĕклĕ пулнине каланă. Çавăнпа та кашнинех хăйĕн тата ыттисен сывлăхĕшĕн тăрăшса прививка тутарма кирлине палăртнă.

Ытларахăшĕ сиплев учрежденийĕсенче

—Коронавируспа чирленисенчен ытларахăшĕ медицина учрежденийĕсенче сипленет, паянхи куна вĕсем 19-ăн, амбулатори мелĕпе — 14-ăн, ку эрнене илес пулсан, инфекциленнисен йышĕ кăшт чакнине палăртмалла, —пĕлтерчĕ Тăвай больницин тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева. — Хăрушă инфекци никама та шеллемест. Çулталăка çитмен пепкерен пуçласа медработниксене те, 90 çултан иртнĕ ватăсене те. Юлашки вăхăтра çул çитменнисем чирленĕ тĕслĕхсене ытларах шута илнĕ. Районта ĕнерхи кун тĕлне 3013 çынна (палăртнин 43 проценчĕ) прививка тунă. Вĕсенчен 2673-шĕ вакцинацин тулли курсне вĕçленĕ.

Пандеми пуçланнăранпа районта 552 çын çак амакпа чирленĕ. Çынсене общество вырăнĕсенче, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерес килет.

Чирлекенсем нумайран мобильлĕ бригадăсем тивĕçтерÿ сферинчи предприятисене, суту-илÿ точкисене тĕрĕслеме тухаççĕ. Иртнĕ эрнере йĕркене пăснăшăн 3 протокол çырнă.

Поделиться:
Распечатать