1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
27 августа 2021 г. 22:40

Юсав вĕçленнĕ

Кăçал Пĕлÿ кунĕнче Тăрмăшри вĕренекенсем тĕпрен юсанă çуртра вĕренме пуçлĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайловпа унăн заместителĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов «Геолог» тулли мар яваплăхлă общество тĕпрен юсассине вĕçленĕ хыççăн шкула комисси йышăннă çĕрте пулнă. Подрядчик контракта вăхăтра пурнăçа кĕртнĕ.

Владимир Борисовичпа Олег Анатольевич шкул директорĕ-пе С.Николаевапа, подряд организацийĕпе «Стройконтроль» представителĕсемпе юсанă пÿлĕмсене пăхса çаврăннă, ĕçе тивĕçлипе хак панă. «50 процент е ытларах юхăннă шкулсене тĕпрен юсасси çинчен» программăпа та ĕçленĕ кунта. Шкул çурчĕн отмосткине вырăнти пуçарупа тата обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсемпе килĕшÿллĕн юсанă.

--
Поделиться:
Распечатать