1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
5 августа 2021 г. 17:29

Мĕн пуррине пĕтĕмпех пухса кĕртмелле

Çухатусăр тата май килнĕ таран кĕске вăхăтра. Çакăн пек тĕллев тăрать ял ĕçченĕсем умĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса илессипе.

Ку вăхăт тĕлне республикипе 100 пин гектар ытла ?35 процент% пухса кĕртнĕ пулсан, пирĕн районта - 4410 гектар ?36 процент%. Çав вăхăтрах Андрей Моряков, Вячеслав Николаев, Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма» АО, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ мĕнпур тырă лаптăкĕсен 75-60 процентне çапса илнĕ.

Тухăç, чăн та, пысăках мар. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительство çуртĕнчи тунтикунхи канашлура пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе кăçалхи вăтам тухăç республикипе вăтамран 21,5 центнерпа танлашать. Пĕлтĕр аграрисем кашни гектартан 36,5 центнер тырă пухса кĕртнĕччĕ. Пирĕн районăн кăçалхи вăтам тухăçĕ гектар пуçне 18,9 центнер хальлĕхе. Уйрăм хуçалăхсемпе илес пулсан, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов каланă тăрăх, хальлĕ-хе Çĕнçырмари Вячеслав Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕн тухăçне çитекенни çук - унăн кашни гектартан вăтамран 26 центнер тырă тухать. Иккĕмĕш вырăнта - «Акконд-агро фирма» акционерлă общество: хальлĕхе 21 центнер. Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн те 20 центнертан кая мар. Чăн та, çапса илнĕ гектарсен хисепĕ улшăннă май, тырă тухăçĕ те унталла е кунталла улшăнма пултарать. Кăçал тухăç пысăк маррине çанталăкпа сăлтавлаççĕ: çумăр сахал çунă, çав вăхăтрах питĕ шăрăх тăнă - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кирлĕ пек вăй илсе çитĕ-неймен.

Çурла уйăхне кĕнĕ май, кĕрхи ака та çывхарсах пырать. Районĕпе пирĕн кăçал 2850 гектартан кая мар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăвармалла. «Ку вăхăт тĕлне хуçалăхсем çакна валли 2157 гектар çĕр хатĕрлесе хунă»,- терĕ АПК аталанăвĕ-пе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов.

И.ГЛАДКОВ.

Поделиться:
Распечатать